Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Музейсенче ĕçлекенсем канашлаççĕ

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта районти шкулсенчи музей ертỹçисен канашлăвĕ çỹллĕ шайра иртрĕ. Ăна районти пултарулăх çурчĕн методисчĕ А.Осипова ертсе пычĕ. Малтанах пухăннисем Елчĕк шкулĕн музейне çитсе курчĕç, унти экспонатсемпе, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашрĕç. Канашлăвăн тĕп теми: шкул музейĕсене паспортласси. Ку тĕлĕшпе музейсемшĕн яваплă çынсен чылай ĕç туса ирттермелле. Паянхи музейсем мĕнлерех йĕркепе ĕçлесе пымалли çинчен Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн ертỹçи В.Вастулова паллаштарчĕ. И.Амаюкова (Аслă Таяпа), З.Молоствов (Аслă Елчĕк), В.Горшков (Çĕнĕ Пăва), М.Галкина (Кĕçĕн Таяпа), Л.Кудрявцева (Елчĕк), В.Петров (Лаш Таяпа), Н.Андреева (Вăрăмхăва), Л.Карсакова (Тĕмер), А.Сусметов (Кивĕ Эйпеç), Г.Иванов (Патреккел), Р.Волкова (Тăрмăш) музейçĕсем кĕскен хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕç.


"Елчĕк Ен"
22 октября 2008
00:00
Поделиться