Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хĕле икĕ алла усса кĕтсе илмеççĕ

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.Ильина, В.Васильева тĕп зоотехник, выльăх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ А.Скворцов ертсе пыракан ушкăнсем, вĕсемпе пĕрле ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем, зоотехниксем, фермăсен заведующийĕсемпе ветеринарсем фермăсенче мĕнле хĕле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ. Унпа пĕрлех выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. В.Васильева тĕп зоотехник çак тапхăрти ĕç-хĕле тишкернĕ. Акционерсен "Прогресс" обществин директорĕ М.Разумов, "Комбайн" ЯХПКри Кавалти ĕне фермин заведующийĕ А.Носов, "Сатурн" ЯХПКри П.Купташкин зоотехник, "Эмметево" ООО директорĕ Ю.Лапшин пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе вырăнсене тухса паллашни кирлĕ, усăллă пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, районти фермăсене хĕле хатĕрлессипе лайăх ĕçленĕ. Кăçал тата икĕ хуçалăхра _ "Рассвет" тата "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн уйăракан çăмăллăхлă кредитпа усă курса фермăсене тĕплĕ реконструкци тунă. Вĕсенче çĕнĕ йышши сĕт пăрăхĕсемпе холодильниксем вырнаçтарнă. Малашне ял хуçалăх предприятийĕсем пурте çак çул-йĕре тĕп вырăна хурĕç. Мĕншĕн тесен малалла аталанас тесен ĕç тухăçлăхне ỹстермелле, ĕç условийĕсене лайăхлатмалла. Ытлăн-çитлĕн выльăх апачĕ хывса хăварнă, вăл 1 условлă выльăх пуçне 31,7 центнер апат единици тивĕçет. Тĕш тырă сенажĕ районĕпе иртнĕ çулхинчен 10 хут ытларах. Кун пекки ялан пулмасть. Утă пĕтĕмĕшпе кирлинчен 87 процент, сенаж _ 160 процент, силос _ 82 процент. Хисепĕ анчах мар, хатĕрленĕ апатăн пахалăхĕ те лайăх. Акционерсен "Прогресс" обществинче выльăх-чĕрлĕх фермисенче çĕнĕ технологисемпе усă курса ĕçлесси, апат никĕсĕ хывса хăварасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Мĕншĕн тесен выльăхсен хисепĕ те кунта чи пысăкки. Çав вăхăтрах вĕсем ыттисен ĕçĕпе те кăсăкланса паллашаççĕ, тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тăваççĕ. Общество директорĕ М.Разумов "Комбайн", "Победа", "Марс" хуçалăхсенче курмалли, вĕсенчен вĕренмелли нумай пулнине палăртса каларĕ. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕне ферминче юлашки 3 çулта пысăк реконструкци ĕçĕсене пурнăçланă. Унтанпа ĕç тухăçлăхĕ те палăрмаллах ỹснĕ. Кăçал фермăра апат валеçекен ятарлă агрегатпа усă курма тытăнни выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçĕнче тата çăмăллăх кỹчĕ. Хуçалăхра хальхи вăхăтра 270 пуç сăвакан ĕне шутланать, малашне вĕсен хисепне тата ỹстерме палăртаççĕ. Çак тапхăрта туса илнĕ сĕтĕн 92 процентне чи пысăк пахалăхпа сутнă, сĕтри çу хисепĕ 4,1 процентпа, белок шайĕ 3,16 процентпа танлашнă. "Победа" ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕне сăвакан зал хута кайнă. Çу каçипех ĕнесене кунта сунă. Çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварнă, вăл 1 условлă выльăх пуçне 45,1 апат единици тивĕçет, çакă районта чи нумаййи. "Марс" хуçалăхра та хĕле тĕплĕн хатĕрленнĕ. Витесене шуратнă, дезинфекци тунă. Кунта уйрăмах пахалăхлă утă нумай хатĕрленĕ. Ăна рулонласа лайăх упранма хывнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕшĕн яваплă специалистсем хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ шайра пурнăçласа пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те _ çирĕпленнĕ кадрсем. "Эмметево" ОООран та тĕслĕх илмелĕх пур. Кунта сысна çитĕнтересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 3 çул каяллахи 300 пуçран вĕсене 1224 пуçа çитернĕ, сыснасем куллен 456 грамм ỹт хушаççĕ. "Кушкă" хуçалăхра 1 условлă выльăх пуçне 36,4 центнер апат единици тивĕçет. Ĕнесене жомпа тăрантараççĕ, ăна силоса хывма та палăртаççĕ. "Сатурн" хуçалăхра та жомран силос тăвасшăн. "Арланово" ОООра апат çителĕклĕ хатĕрленĕ, анчах фермăри юсав ĕçĕсене пурнăçлама нумаях пулмасть анчах тытăннă. "Знамя" хуçалăхра 49 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать, çав шутран 33-шĕ сăвакан ĕне, вĕсен хисепĕ иртнĕ çулхинчен 17 пуç сахалрах. Нумай хуçалăхра ĕнесене куллен 4 килограмм çăнăх ти-вĕçет пулсан, кунта хальлĕхе вăл 1,5 килограмм анчах. "Урожай" ОООра 80 сăвакан ĕне, иртнĕ çул 23 пуç сахалрах пулнă. Çителĕклĕ таран апат хывса хăварнă. К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхри ĕне ферминче хĕле хатĕрленсе урайсене улăштарнă, сĕт пăрăхĕ юсавлă, кашни дояркăна 50-шар ĕне çирĕплетсе панă. Сăвакан кашни ĕнене куллен 3 килограм çăнăх тивĕçет, çав вăхăтрах жомпа, жмыхпа, минераллă хутăшсемпе пачах усă курмаççĕ. Фермăсем хĕле мĕнле хатĕр-леннине тĕрĕслекен ушкăн ертỹçи А.Скворцов палăртнă тăрăх, хальлĕхе выльăхсен рационĕнче тăвар тата ытти минераллă хушма апатсем çителĕклех мар. Пĕтĕ ĕнесемпе пушмак пăрусене пăруличчен, сысна амисене çăвăрличчен витаминсемпе укол тăвассине кашни фермăра йĕркелемелле. Пăрулаттаракан уйрăмсемпе профилакторисенче профилактика тĕлĕшĕпе дезинфекци тăвассине çирĕп йĕркене кĕртмелле. Çуллахи тапхăрта кĕтỹре çỹренĕ пĕр выльăха та пукра чирĕнчен сыхласа тăвакан ятарлă мероприятие пурнăçламасăр хăвармалла мар. Фермăсенче реконструкци ĕçĕсене пурнăçлас, çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарас, выльăх-чĕрлĕхрен нумайрах продукци туса илес тĕллевпе кирлĕ таран апат хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр пулин те, пушар хурал пайĕн инспекторĕ А.Васильев палăртнă тăрăх хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен мансах каятпăр. Черетлĕ тĕрĕслевре те çакăн пек çитменлĕхсене пайтах тупса палăртнă. Кăçалхи 9 уйăхра, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 3 процент ытларах аш-какай, 13 процент ытларах сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 3774 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 399 килограмм ытларах сĕт сунă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле çак кăтарту 4700 килограмран кая мар пулмалла. Чи пысăк сăвăм "Победа" ЯХПКра _ 5462, "Комбайн" ЯХПКра _ 5006, "Сатурн" хуçалăхра _ 4846, "Яманчурино" ОООра _ 4708, "Урожай" ОООра _ 4334, "Прогресс" ЗАОра _ 4278 килограмм. Районĕпе усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 37 центнер аш-какай туса илнĕ пулсан, "Прогресс" ЗАОра çак кăтарту 114, "Комбайн" ЯХПКра _ 67, "Свобода" ЯХПКра _ 56, "Эмметево" ОООра _ 50 центнерпа танлашать. Сĕт 277 центнер туса илнĕ. Чи пысăк кăтарту "Комбайн" ЯХПКра _ 692 центнер, "Сатурн" ЯХПКра _ 630, "Яманчурино" ОООра _ 522, "Прогресс" ЗАОра _ 504 центнер. Канашлу ĕçне район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина пĕтĕмлетнĕ.


"Елчĕк Ен"
22 октября 2008
00:00
Поделиться