Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕксем мала тухрĕç

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенчи çамрăк футболистсем хăйсен вăйне "Çамрăклăх" кубокшăн пыракан турнирта тĕрĕслесе пăхаççĕ. Кăçал унта 8 команда хутшăнчĕ. Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем икĕ йышпа ăмăртрĕç. Чи малтанхи тĕл пулусенче Елчĕк-1 команда Çирĕклĕ Шăхальсенчен 5:2, Лаш Таяпасем Кушкăсенчен, Курнавăшсем Çĕнĕ Пăвасенчен 3:0, Елчĕк-2 Аслă Елчĕксенчен 3:1 шутсемпе выляса илчĕç. Çурма финалти вăйăсенче Елчĕксен пĕрремĕш команди Лаш Таяпасене 4:1, Елчĕксен иккĕмĕш команди Курнавăшсене 3:0 шутсемпе çĕнтерчĕç. Финалта Елчĕксем пĕр-пĕринпе тĕл пулчĕç. Кунта Елчĕк-1 командăн çамрăкĕсем иккĕмĕш командăна 4:1 шутпа парăнтарчĕç. Федор Тихонов (Елчĕк-1) 3 вăйăра хăнасен хапхине 8 мечĕк тапса кĕртме пултарчĕ, "Чи лайăх бомбардир" ята тивĕçрĕ.



"Елчĕк Ен"
22 октября 2008
00:00
Поделиться