Кăмакасемпе сыхă пулар
Елчĕк районĕнче паянхи куна 22 пушар тухнине регистрациленĕ, пĕлтĕрхинчен виçĕ пушар сахалтарах. Вĕсен тăкакĕ 468051 тенкĕпе танлашнă, иртнĕ çулхи пушарсен тăкакĕ вара 467258 тенкĕлĕх пулнă. Инкек-синкек юсавсăр электричество пралукĕсенчен, электричество вăйĕпе ĕçлекен приборсемпе кăмакасенчен, вут-кăварпа асăрхануллă пулманнипе тата ачасем вутпа ашкăннипе тухнă.
Юсавсăр электроприборсенчен тата электричество пралукĕсем юсавсăр пулнипе 10 пушар тухнă. Электричествăран пушар тухмалли сăлтавсем нумай. Плафонсăр лампочкăсене хуралтăсенче, улăмсем çывăхĕнче, гаражсенче вăрах вăхăт çутса тăмалла мар, пралуксем кивелсе юрăхсăра тухнине тĕрĕслесех тăмалла. Электричество пралукĕсен юсавлăхне ятарлă приборсемпе тĕрĕслетермелле, тупнă кăлтăксене çийĕнчех юсамалла. Çакна кил хуçин çинерех тăмалла.
Ачасем вутпа ашкăннипе кăçалхи çул 3 пушар тухнă. Çавăнпа та ачасене вутпа ашкăнма юраманнине асăрхаттарсах тăмалла. Килтен тухса кайнă чухне шăрпăка ачасен алли çитмелле мар çĕре хурса хăвармалла. Телевизорсемпе радиоаппаратурăсемпе электричествăпа ĕçлекен хатĕрсемпе газ плитисемпе ачасене пĕлсе усă курма вĕрентмелле. Вăхăтра сỹнтермелли çинчен асăрхаттармалла.
Çанталăк сивĕтсе пынă май килти хуçалăхра, выльăх-чĕрлĕх витисенче, культура, пĕлỹ паракан учрежденисенче ăшăтакан приборсемпе ытларах усă курма пуçлатпăр. Хĕл кунĕсенче кил-çуртсенчи кăмака-каланккасене вутăпа, кăмрăк-брикетпа, газпа тата электричество вăйĕпе хутса ăшăтса тăраççĕ. Çавăнпа пĕрлех пушар тухас хăрушлăх тата ытларах. Инкексенчен маларахах сыхланса тата асăрханса кашни çыннăн хĕле тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илмелле.
"Хĕрлĕ автан" инкек ан кăтарттăр тесен кăмака хутнă, газ плитисемпе котелĕсене тивертнĕ чухне вут-кăвартан сыхланмалли правилăсене çирĕп пăхăнмалла. Кăмакасемпе мăрьесене юсавлă тытмалла, мăрьесене тата тĕтĕм çулĕсене вăхăтра тасатмалла, вутă çуннă чухне кăмака алăкне тачă хупса хумалла. Кăмакапа мăрье вĕрипе çурăлни паллă пултăр тесен ăна шуратсах тăмалла. Хутакан кăмака умĕнчи урайне (70х50 сантиметр) шăвăç çапмалла. Кăçалхи çул кăмакасемпе мăрьесем юсавсăр тата тĕрĕс мар усă курнă пирки районта 2 пушар тухнă.
Учрежденисемпе организацисенче, ялхуçалăх предприятийĕсенче кăткăс оборудованисемпе (газпа е кăмрăкпа ĕçлекен кăмакасем) ĕçлекенсене маларах ятарласа вĕрентмелле, квалификации удостворенийĕ илнĕ çынсене çеç ĕçлеме ирĕк памалла.
Çакнашкал инкексем ан пулччĕр тесен пирĕн пурин те вут-кăвар тухасран асăрхануллă пулмалла, правилăсене пĕлсе, вĕсене çирĕп пăхăнмалла. Инкек куçа курăнса килмест, çавăнпа та яланах тимлĕ пулмалла.