Халăх юратакан юрăç
"...Аннене суйламаççĕ Ма тесен вăл _ пĕрре...", _ чĕрене витерекен сăмахсемпе янăравлăн шăрантарать Маргарита Туринге юрăçă. Çак илемлĕ юрра илтмен, пĕлмен çын çуках пулĕ Чăваш Енре. Каккуй хамăр патăмăрта, республика тулашĕнчи чăвашсем те сцена çинче çеç мар, кĕрекере те шăрантараççĕ ăна. Нумаях пулмасть çак асамлă та çепĕç юрă авторĕпе, Чăваш Республикин композиторĕсен ассоциацийĕн членĕпе Надежда Заводсковăпа тĕл пулса чылайччен, ăшшăн калаçса ларма тỹр килчĕ. Республикăри паллă юрăçă, композитор чỹк уйăхĕн пуçламăшĕнче çур ĕмĕрхи юбилейне паллă тăвать. Çак ятпа вăл уяв программи хатĕрленĕ. Унпа чăваш шăпчăкĕ çитес эрнере Аслă Елчĕкри культура çурт-не килет. Юбилей умĕн вулакансене Надежда Ивановнăн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллаштарас килчĕ. Унăн юррисене итлесен пурăнас килет, чунра ăшă-ăшă пулса каять. _ Надежда Заводскован ячĕ иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсенче илтĕнместчĕ. Тăхăр вуннăмĕш çулсем хыççăн сирĕн юрăсем Чăваш радиопа, телевиденипе те пĕрин хыççăн тепри шăранчĕç. Ăçтан тапса, вирхĕнсе тухрăр эсир? _ 1990 çулта шăпа Шупашкара илсе çитерчĕ. Хам вĕреннĕ училищĕне чĕнсе илчĕç, преподаватель пулса ĕçлерĕм унта. Тăван ен хăй ăшшине, ытамне илнĕрен-ши пултарулăх çулĕ палăрмаллах уçăлчĕ. 1991 çулта "Аннене суйламаççĕ" юрă кĕвĕлерĕм. Пĕрремĕш вăл манăн. Маргарита Туринге илемлĕ шăрантарать ăна. Унтан "Атте килĕнче, анне çумĕнче..." юрă хыврăм. Ăна сирĕн ентеш Мария Горшкова çепĕççĕн янăратать. Çаксем пуçламăшсем пулчĕç пулĕ _ вара юрăсен лаççи уçăлчĕ, пĕрин хыççăн тепĕр юрă "пиçсе" пычĕ. _ Паянхи кун юрăсен шутне те мантăр пулĕ? _ Пĕлетĕп. Епле-ха унсăрăн? 500 ытла юрă хыврăм. Вĕсенчен 140не хамах юрлатăп. Ыттисене, каларăм ĕнтĕ, М.Турингепе М.Горшкова, А.Васильев (чи нумаййи), О.Про-копьева, И.Шинжаев халăх умне кăлараççĕ. _ Хăш поэтăн сăввисене ытларах илетĕр? _ Чи малтанах А.Смолин, Л.Собелева сăввисене юрра хыврăм. Унтан А.Чебанов, В.Рыбкин поэтсемпе туслашрăм. Юлашки вăхăтра кирек ăçта кайсан та "Анне мана ан ятла" юрра юрлама ыйтаççĕ. Ăна "Канаш" район хаçачĕн тĕп редакторĕ Саша Владимиров 26 çул каяллах çырнă. _ Сирĕн кирек хăш юррăра та чуна кантарса итлесе ларма кăмăллă. Пурнăçăн пăрăнчăкĕсене те аса илтеретĕр, ачалăхпа çамрăклăх ытамне путаратăр, чи çывăх çыннăмăрсем куç умне тухса тăраççĕ... Пĕр сăмахпа, чăваш хĕрарăмĕсене вăхăтлăха та пулин йывăрлăхсене мантаратăр... _ Ял халăхĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, йывăрлăхĕ, тăванлăх туйăмĕ, юратăвĕ нихăçан та асăмран тухмасть. Мĕншĕн тесен мана ял хĕрарăмĕн пурнăçĕ, унăн терчĕ-нуши, савăнăçĕ, телейĕ çывăх. Эпĕ-çке чăваш хĕрарăмĕ. Чĕререн калакан сăмахсем пурне те шухăша путараççĕ. _ Ăçта çуралнă илемлĕ те пултаруллă юрă ăсти? Кун-çул утти çинчен чарăнса тăрăр-ха кăштах. _ Канаш районĕнчи Яманкасси ялĕнче йышлă çемьере çуралса ỹснĕ. Сиккассинчи вăтам шкула пĕтернĕ. Мĕн ачаранах музыкăна юратнă, ал ĕçĕпе аппаланнă. Атте таврари чаплă хуткупăсçă пулнă. Виçĕ пĕр тăван пурăнатпăр халĕ. Пурте музыка инструменчĕсемпе выляма пĕлетпĕр. Унтан Шупашкарта 12-мĕш техника училищинче вĕреннĕ. Каярахпа Хусанти индустрипе педагогика техникумне, Чĕмпĕрти культурăпа çутĕç училищине пĕтернĕ. 1994 çулта Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетăн психологипе педагогика факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. Аслă категориллĕ педагог. Шупашкара куçса киличчен Чĕмпĕр облаçĕнче пурăннă. Шкулта ачасене музыка вĕрентнĕ, культура çуртĕнчи хора ертсе пынă. Коллективпа Раççей тăрăх нумай çỹренĕ. _ Чĕмпĕр тăрăхĕ аса килет пулĕ-ха... _ Паллах. Училище хыççăн направленипе унта ячĕç. Ялта хамăр çуртпа пурăнаттăмăр. Мăшăрăн ашшĕпе амăшĕ те юнашар. Чăн-чăн ял çыннин пурнăçĕпе киленнĕ. Икĕ ĕне сăваттăм, 3-шер пăру, 5-шер сысна самăртаттăмăр, сурăхсем нумай усраттăмăр. Çу уйăхĕнче пăруланă качака та пурччĕ. Кĕрлесе çеç тăратчĕ пурнăç вăл вăхăтра. _ Ял хĕрарăмĕн шăпи çакнашкал пулĕ ĕнтĕ: чупса пыракан лашана та тытса чарать... _ Çапла пулмасăр. Нăйкăшмастпăр эпир. Пĕр ỹкерчĕк аса килет. Вырăссем манăн мăшăрăн çемйи. Заводсковсем Чĕмпĕр енче чылай çул каялла тĕпленнĕ. Хунеçе старикĕм пĕринче шкап кантăкне ăнсăртран ватнă та: "Мĕнле лартмалла-ши?" _ тесе кулянать. "Пăшăрханма кирлĕ мар, часах лартса хуратăп", _ тетĕп хайхине. Тĕлĕнсе пăхать ватă çамрăк кинĕ çине. Ара, ыт ахальтен-им техника училищи пĕтернĕ-и эпĕ. Кантăк, çăра лартасси, стройка ĕçĕпе аппаланасси _ йывăр ĕç мар. 5-мĕш разрядлă облицовщик эпĕ, штукатур-маляр та... _ Пур енлĕ маçтăр апла? _ Ỹркенмесен пурте маçтăра тухаççĕ. Сцена çине тухма çăмăл тетĕр-и? Хамăн юрăсемпе юратнă тăван халăха паллаштарас тесе 12 çул Тутар Республикине хулăм укçа тума çỹрерĕм. Халĕ те, май тупăнсанах, бригада пуçтаратăп та, кỹршĕ республикăри "пуянсемпе" килĕшỹ çыратăп. Çурт ăш чиккине евроюсав тăвасси темĕн мар пирĕншĕн. Çамрăк чухне, студент вăхăтĕнче, стройотрядпа таçта та çитнĕ. _ Çемйĕр пирки те пĕлес килет. _ Мăшăрăм Чĕмпĕр вырăсĕ терĕм. Строитель. Владимир Викторович манран вунă кун аслăрах. Елена хĕрĕм _ предприниматель. Пирĕн Валерия мăнук пур. Вăл чун юратмăшĕ, ылтăн чăмаккийĕ. Иккĕмĕш класра вĕренет. _ Çулсем сисĕнмесĕр иртеççĕ, çапах çамрăк тăратăр... _ Пурнăçа юратакансен ватăлма вăхăт çук. Аллă теçеткене ура ярса пуснă май пурнăç çине урăхларах пăхатăн. Чĕре 17-ри пекех çунать пулсан та, шухăшсем тарăнрах. Акă, Елчĕк халăхĕн пĕр паллă çынни калани асăмра: "Надежда, эсĕ хĕрĕхри юрату çинчен юрă хыватăн, эпĕ çитмĕлте, çапах мана та юратусăр кичем, тунсăхлă. Çыр-ха пирĕн пеккисем çинчен те", _ терĕ. Халĕ вара юрату çулăмĕ, кăварĕ аллăра, утмăлта, çитмĕлре те... тесе шăрçаларăм. Каçса кайсах итлеççĕ ăна ватăсем. Çамрăклăх нихăçан асран тухмасть кашни çын чĕринче. Юратупа пурăнма аванрах, вăл парса тăрать вĕт пире сĕткен. _ Надежда Ивановна, апла пулсан куракан мĕнле юрă-кĕвĕ ыйтнине тивĕçтеретĕр. _ Çапла, куракан ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшатăп. Мĕншĕн ăна хăйне шухăшлаттаракан, канăç паман юрăсем итлеттерес мар? Сăмах май каласан, сĕнỹсемпе çырнă юрăсем сахал мар. Чăвашли çеç мар, вырăслисем те пур. Калăпăр, республикăра бокс турнирĕ иртет. Бокс федерацийĕн президенчĕ юрă çырма ыйтрĕ. Тивĕçтертĕм. _ Юбилей концерчĕ пирки пĕр-ик сăмах... _ Аслă Елчĕкре иртекен уява юлташсемпе йышлăн килесшĕн. Концерта В.Тимофеев радиожурналист ертсе пырĕ. Эпир унпа пĕрле юрлатпăр та. Çавăн пекех дуэтпа юрлакан ытти арçын юрăçсем те пулĕç. Чăваш филармони артисчĕсен "Чăнкă карчăксем", "Илемпи" ташă ушкăнĕсем уяв концертне илем кỹрĕç. Елчĕк район ĕçченĕсене пурне те хамăн юбилей каçне йыхравлатăп. _ Надежда Ивановна, ĕмĕт-тĕллевĕр пысăк пулĕ... _ Кирек кам та ĕмĕт-тĕллевсĕр пурăнаймасть. Манăн та шухăшсем пысăк. Хамăн юррăмсемпе сцена çине çамрăксене кăларасшăн. Е тата пĕр-пĕр ансамбль йĕркелесен, студи уçсан?! Хальлĕхе манăн юрăсен пуххин сакăр альбомĕ тухрĕ. Чăваш юрри-кĕвви сцена çинчен ан кайтăр. Халăх кăмăллакан юрăсем ытларах çырасчĕ. Куракансем кирек ăçта та "Йăмра" юрра кăмăллăн йышăнаççĕ. Яланах тăван халăхпа юнашар пуласчĕ. _ Мĕн суннă пулăттăр Елчĕк халăхне? _ Паллах, чи малтанах çирĕп сывлăх, телей, çемьере килĕшỹ, юрату. Эпĕ тăван чăваш халăхне питĕ-питĕ юрататăп.
"Елчĕк Ен"