Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Туслăх çыхăнăвĕ вăйланать

Минскри чăвашсен "Шупашкар" общество пĕрлешĕвĕ, ăна пирĕн ентеш, Патреккелте çуралса ỹснĕ Б.Миллин ертсе пырать, тĕрекленсех пырать. Вĕсен йыхравĕпе район делегацийĕ Минскра пулнăччĕ-ха. Делегаци йышне культура сферин представителĕсем, ял хуçалăх производство кооперативĕн руководителĕсем кĕнĕччĕ. Минск хулине курса çỹрени, "Старина" ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни, ветерансен культура çуртĕнче пирĕн районти артистсен пултарулăхне кăтартни асрах. Халĕ те чăваш диаспорин представителĕсемпе çыхăну çирĕп. Вĕсен ачисем лагерьте каннă, икĕ хутчен Питĕр хулине тỹлевсĕр кайса килнĕ. Нумаях пулмасть Минскран инçе мар вырнаçнă Колодищи поселокĕнче ял уявĕ иртнĕ, "Шупашкар" общество пĕрлешĕвĕ унта хамăрăн чăваш кухнипе паллашма чĕннĕ. Хăнасен йышĕнче чăваш журналисчĕ те пулнă. Вăл Белорусси президенчĕ ирттернĕ пресс-конференцие хутшăннă. Белоруссем чăваш апат-çимĕçĕпе, чăваш халăх костюмĕсемпе, ал ĕçĕн выставкипе кăмăллăн паллашнă.


"Елчĕк Ен"
30 сентября 2008
00:00
Поделиться