ВИÇЕСĔРЛĔХ УРА ХУРАТЬ
ЕЛЧĔК районĕнчи Вăрăмхăва ялĕ Тутарстанри Пăва районĕн территорийĕнче утрав пек ларать. Шăпах унта кайма тухсан хăрушă ÿкерчĕк куртăмăр.
Çăра тĕтĕм йăсăрланса пĕлĕте хуплани аякранах палăрчĕ-ха. Тутарсем хирти улăма час-часах çунтарнине пĕлнĕрен малтан ăна ним вырăнне те хумарăмăр темелле. Анчах çывхарнă май хура тĕтĕм явăнса çĕкленекен вырăнта тĕрлĕ йышши транспорт капланни тата яланхилле мар халăх нумай пухăнни курăнчĕ. Çул хĕрринче икĕ машина - “КамАЗ” тата ют çĕршывра кăларнă “Мицубиси-Лансер” - çунать иккен. Маларах пырса çитнисемпе çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн /ÇÇХПИ/ ĕçченĕсем çапларах пĕлтерчĕç: тин çеç хурçă урхамах туяннă çамрăк пысăк хăвăртлăхпа КамАЗ айне вирхĕнсе кĕнĕ, топливо бакне çапăнннă та вут хыпса илнĕ. Инкекре икĕ водитель те çуннă. Машинăсенчен тимĕр купи çеç тăрса юлнă.
- Çав çамрăксене мĕншĕн ачаллах машина туянса параççĕ-ши? - пăшăрханчĕ чылайăшĕ пушар машинисем çулăма сÿнтернĕ хыççăн. - Каччă кăçал кăна шкултан вĕренсе тухрĕ... Ашшĕ ăна çав ятпа миллион тенке яхăн тăракан “иномарка” туянса пачĕ. “Савăнтăр, кам ачи иккенне халăх курса кĕвĕçтĕр”, - терĕ-ши?..
Çак сăмахсене илтсен халăх пушшех шавласа кайрĕ: “Пуянсен ачисем шăна пек тăкăнаççĕ... Нивушлĕ хăйсем ÿстернĕ ачисене те шеллеме пĕлмеççĕ? Çитменнине, лешсем ыттисене хĕн-хур кăтартаççĕ. Ыран-паян пенсие каймалли КамАЗ водителĕ мĕн айăпа кĕнĕ çав пуçтахсен умĕнче?”
Паллах, çакăн пек лару-тăрура, инкек сăлтавне пĕтĕмпех çирĕплетсе те паман самантра, “сараппанлă радио” тем те пĕлтерме, такама та тĕлĕнтерме пултарни пуриншĕн те паллă. Анчах хальхинче çав “пĕлтерÿ” шăнăрĕнче тĕрĕсси те пур иккен. Инкекре вилнисене хĕрхенсе куççуль тăкакан хĕрарăмсен сăмахĕсемпе ÇÇХПИ сотрудникĕсем те килĕшни палăрчĕ.
- Инкексенчен çуррине яхăн тин çеç руль умне ларнă çамрăксен айăпĕпе пулать, - терĕç ĕçе малалла тишкерекен капитанпа кĕçĕн лейтенант.
Вĕсен сăмахĕсем хамăр тăрăхри çулсем çинчи лару-тăрупа та килĕшнĕн туйăнчĕ мана. Юлашки вăхăтра республикăн кăнтăр районĕсенче кăна çамрăксен айăпне пула миçе инкек пулчĕ! Пĕр çĕрте алла права та тытса курман, вĕр çĕнĕ машинăллă “водитель” велосипедпа пыракан çынна вилмеллех амантнă. Тепĕр районта çак уйăхăн пĕрремĕш кунĕнче çăмăл машинăсем инкеке лекнĕ, пĕри ял урамĕнчех ÿпĕннĕ, Канаш çулĕ çинче “Москвичпа” ВАЗ-21112 çапăннă. Тепĕр куннех УАЗпа тата ГАЗ водителĕсемшĕн çул тăвăр пулнă - хире-хирĕç çапăннă та иккĕшĕ те ĕмĕрлĕхех куç хупнă. Тепрехинче мотороллерпа уçăлма тухнă çул çитмен çамрăк айăпне пула йывăр инкек пулнă. Тепĕр çĕрте “Лада-Калина” шкул автобусне пырса тăрăннă...
Çакăн пек хыпарсене илтетĕн е инкеке хăв куратăн та çул-йĕр правилисене пăхăнманнисене çирĕпрех айăплама тытăннă хыççăн транспортпа çыхăннă лару-тăру лайăхланма пуçлани çинчен пĕлтернине ĕненес те килмест. Чăн та, хăш-пĕр улшăну пур пек. Калăпăр, маларах асăннă шкул автобусĕнчи çамрăк пассажирсем хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнман тăк пысăк инкек пулатчĕ. Е ÿсĕр пуçпа руль умне ларакансем сахалланни сисĕнет.
Анчах çул çинче çине-çинех пулакан инкексен тымарне кăкласси нумай чухне руль тытакансене хытă пăркăчланинчен кăна килменни те паллă. Акă ÇÇХПИ сотрудникĕ асфальт сарман çулпа сехетре вăтăр-хĕрĕх километр хăвăртлăхпа пыракан автомашинăна кăнтăр кунĕнче малти фарăсене çутманшăн чарса водитель тĕлĕшпе протокол çырать. Е çавăн пек çĕртех хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманшăн 500 тенкĕ “парнелет”. Çакă, чăнах та, хальхи йĕркепе килĕшсе тăрать. Çав вăхăтрах транспорт куçăмĕн хăвăртлăхĕ пысăк мар çĕрте /ял-хулара сехетре 60 километртан ытла кайма хушман йĕрке çирĕпленнĕ/ хăрушсăрлăх пиçиххисĕр те малти чÿречерен сирпĕнсе тухмастăн. Водительсенчен ытларахăшĕ /ыйтса пĕлнисенчен 60 процентне яхăн/ пысăках мар пĕлтерĕшлĕ çак айăплава “пăрахăçласан та юрать” тесе, тен, тĕрĕсех шутлать?
Административлă кодекса халех хушăмсем кĕртсен те юрать тет нумайăшĕ. Акă скутер текен мотороллерăн хăвачĕ те, хăвăртлăхĕ те ĕлĕкхи “Запорожецăннинчен” каях мар. Апла пулсан мĕншĕн-ха унпа водитель прависĕр те çула тухма юрать? Шăпах вĕсем чылай чухне инкек патне пырса тухаççĕ. Анчах çирĕп явап тыттарма та аптăрамалла. Мĕншĕн тесен руль умĕнчисем пурте тенĕ пекех - çул çитмен çамрăксем.
Çапах та, ман шухăшпа, çирĕп саккунсăр пуçне хамăра хамăр ирĕке яманни кирлĕ. Халĕ пурсăмăр та ĕлĕкхинчен пуянрах, ирĕкрех пурăнатпăр. Анчах кашни ачанах 25 - 30 пин тенкĕ тăракан скутер илсе парса савăнтарни кайран пысăк хуйхă патне илсе пыма пултарасса та манмалла мар. Правасăр çÿре-çÿрех вăл çул-йĕр куçăмне пăхăнман транспорт хуçи пулса тăрать. Хальлĕхе уйрăм хуçалăхра ялан усă куракан мотоблокпа - пахча тракторĕпе çÿрекенсем пирки те çавнах калама пулать.
Пытармалли çук, ку чухне шкултан вĕренсе тухакана е институт пĕтерекене /кунпа килĕшме те пулĕ-ха/, тин мăшăрланакана çăмăл машина парнелесси ĕлĕк çамрăк çемьене сурăх е пăру парнелени пекех йăлана кĕчĕ. Çакна хирĕç нимĕн те калаймăн. Ара, тÿшекне кура уруна тăсатăн тет вĕт авалтанах чăваш.
Анчах пурнăç пур çĕрте те виçеллĕ, асăрхануллă, кашни утăма шухăшласа тума ыйтать. Çул çинче пысăк та йывăр инкек çине-çинех пулни транспортпа çÿрекене хăйне те сисĕмлĕ, сăпайлă пулмалли, пĕр-пĕрне хисеплемелли çинчен хистесех тăрать.
"Хыпар"