Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тухăç савăнтарать

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсен тата фермер (хресчен) хуçалăхĕсен уй-хирĕсенчи комбайнсем парксене кĕрсе вырнаçрĕç. Елчĕксем кăçал тухăçлă тыр-пул пухса кĕртрĕç: районти кашни çын пуçне 2 тонна тĕш тырă тивет. Уйрăмах "Свобода", "Комбайн", "Прогресс", "Сатурн", "Клевер", "Рассвет" хуçалăхсен пĕр гектартан тухнă тухăç пысăк. Районĕпе 45 пин тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Хальлĕхе хуçалăхсем тырă сутма васкамаççĕ, минераллă удобренисем илнĕшĕн çеç татăлаççĕ.


"Елчĕк Ен"
22 сентября 2008
00:00
Поделиться