Халăхпа тĕл пулнă
Юн кун районта пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн тĕп темисем ял хуçалăхĕнчи вырма, халиччен пушă выртнă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ĕçсем мĕнле пыни, ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан страхованин хушма взносĕсем тата халăхăн пенси укçи-тенкине йĕркелеме патшалăх енчен пулăшасси, хаçат-журнал çырăнтарасси тата ытти ыйтусем тĕп вырăнта пулнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Димитриев Курнавăш ял тăрăхĕнче, Чăваш Республикинчи патшалăх ĕç инспекцийĕн ертỹçи И.Баскаков Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче, Чăваш Республикинчи обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн ĕç тăвакан директорĕ Д.Данилова районти сывату учрежденийĕсенче, "Чăваш Республикинчи электронлă тата кинодокументаци патшалăх архивĕ" Республикăри патшалăх учрежденийĕн директорĕ Н.Медведев культура учрежденийĕсенче, "Сельхозпроект" проект институчĕн директорĕ В.Захаров район администрацийĕнче пулнă. С.Димитриев тата район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина ертсе пынă ушкăн "Сатурн" ЯХПКри çĕр улми суйлакан ял ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Хуçалăх кăçал 42 гектар çинче "иккĕмĕш çăкăр" çитĕнтернĕ, çуррине пухса кĕртнĕ. Юлашки вăхăтра çуса иртнĕ çумăрсем çак ĕçе чăрмантарнă. Апла пулин те ял çыннисем витнĕ йĕтеме тăкнă çĕр улмине суйласа михĕсене тултараççĕ, путвала упранма хураççĕ, сутаççĕ. ЯХПК ертỹçи Ю.Викентьев каланă тăрăх, унăн ытларах пайне путвала упранма хураççĕ, хĕлле тата çуркунне хаклăрах сутма шутлаççĕ. Хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене районта чи малтан пуçтарса кĕртнĕ. С.Димитриев ял хуçалăхĕнчи лару-тăрупа, Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин правительствисем хуçалăхсене аталанма пулăшакан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Акă, минераллă удобренисем туянма каякан тăкаксен 47 процентне патшалăх саплаштарать, ăратлă ĕне выльăх туянма вĕсен чĕрĕ виçин кашни килограмĕшĕн республика 50 тенкĕ, район 10 тенкĕ тỹлет, тĕрлĕ им-çам туянма пулăшать, хуçалăхсене, уйрăм çынсене çăмăллатнă кредитсем парать. Ял хуçалăх министрĕн çумĕ палăртнă тăрăх, ĕçлекен ял çыннине патшалăх пур енлĕн пулăшма тăрăшать. Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн пай пуçлăхĕ М.Маркова пенси укçин хушăнса пыракан пайне ỹстерме халĕ ĕçлекенсем хăйсем хутшăнма пултарни çинчен каласа пачĕ. Раççей Федерацийĕн 56 номерлĕ саккунĕпе килĕшỹллĕн пенсин хушăнса пыракан пайне ĕçлекенсем хывакан 1 тенкĕ пуçне (унăн сумми çулталăкне 2 пин тенкĕрен пуçласа 12 пин тенкĕ таран пулать) патшалăх тата 1 тенкĕ хушса парать. Хушăнса пыракан укçана кашни çын патшалăхăн тата патшалăхăн мар инвестици фончĕсене хывса процент укçине ỹстерме пултарать. Çакă халĕ производствăра тата ытти отрасльсенче ĕçлекенсене, республика тулашĕнче ĕç килĕшĕвĕсĕр ĕçлесе çỹрекенсене ватлăхра пысăкрах пенси укçи илсе тăма май парать. Енчен те çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайсан çын хăй хывнă тата патшалăх хушнă хушăнса пыракан суммăна унăн еткерĕсене тỹлеççĕ. Ял çыннисемпе ирттернĕ тĕл пулура хаçат-журнал сарас ыйту пирки те чарăнса тăчĕç. "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Алексеев редакци коллективĕ ял çыннисен пурнăçне çутатассипе ĕçленине, район хаçачĕн çырăнтару хакĕ 2009 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма ỹсменнине палăртрĕ, ăна çырăнса илме сĕнчĕ. Информаци ушкăнĕн членĕсем çавăн пекех "Рассвет" ЯХПК правленийĕнче пулчĕç. Унăн ертỹçи Ю.Мясников хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, С.Димитриев тата Н.Ильина хуçалăха аталантарас енĕпе сĕнỹсем пачĕç. "Сельхозпроект" проект институчĕн директорĕ В.Захаров ертсе пыракан ушкăн Пĕтĕм Раççейри "Пенсионерсен пĕрлĕхĕн" Елчĕк районĕнчи общество организацийĕн çак кун иртнĕ пухăвне хутшăнчĕ. Пухăва хутшăннисем унпа куçа-куçăн калаçса хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене хускатрĕç. |
|
"Елчĕк Ен"