ЧП ПИРЕ КĔТМЕНЛĔХ КŸМĔ
“11 сехет те 10 минутра трасформатор тивсе кайнă!” - Елчĕкри электричество сечĕсен районĕн /РЭС/ диспетчерĕ тивĕçлĕ службăсен телефон номерĕсемпе пĕрин хыççăн тепринпе шăнкăравлать. Темиçе минутранах подстанци территорине сиренăсемпе уласа “01” служба, васкавлă медпулăшу машинисем пырса кĕреççĕ...
Райцентрта пурăнакан, ăна-кăна пĕлмен çынсем “инкек-ши?” тесе шикленчĕç пуль те, çук, иртнĕ ытлари кун Елчĕкре нимĕн хăрушши те пулман. Энергетиксем çивĕч лару-тăрура МЧСпа, вырăнти администраципе тата тивĕçлĕ службăсемпе çыхăну тытассине çирĕплетес тĕллевпе РЭС территорийĕнче тренировка ирттерчĕç. Çывхарса килекен хĕл умĕн кунашкал хăнăху кирлех.
...Пушар хуралĕн ĕçченĕсем вут-çулăма сÿнтерме пуçлаççĕ, наçилкке тытнă медиксем инкек тÿснисем патне чупаççĕ, энергетиксем потребительсене тепĕр хут энерги пама пуçлас тĕллевлĕ мерăсем йышăнаççĕ.
Пурте оперативлă ĕçлеççĕ, анчах - хĕвĕшмесĕр. Апла пулин те энергокомпанин ГО тата ЧС службин пуçлăхĕ Александр Мишин, ĕç-пуçа айккинчен сăнаканскер, кăштах хумханать. Тĕрĕссипе, вăл каланă тăрăх, кунашкал вĕренÿсене хăнăхнă ĕнтĕ. Энергетиксем аварисене, пушарсене сирсе яма хăнăхас тĕллевлĕ тренировкăсене оперативлă юсав персоналĕ валли час-часах ирттереççĕ. Тĕрлĕ услови сĕнеççĕ. Калăпăр, больницăна электричествăпа тивĕçтерекен лини татăлнă. Ку мĕнешкел хăрушлăх кÿни каламасăрах паллă. Энергетиксем мĕн тăваççĕ? Больницăн резервра хăйĕн дизель электростанцийĕ пур тăк - ăна хута яраççĕ. Çук пулсан медучреждение резерв линийĕпе çыхăнтарма тивет.
Сăмах май, нумаях пулмасть “Атăл çинчи МРСК” АУО филиалĕ - “Чăвашэнерго” куçса çÿрекен дизель электростанцийĕ туяннă. Унăн хăвачĕ авари пулнă чухнехи лару-тăрура пысăк ялти потребительсене те электричествăпа тивĕçтерме çитет. Çапла, хаклă, анчах потребительсене энергин çавнашкал резерв çăл куçĕпе тивĕçтересси хăйĕн ĕçĕ мар пулин те энергокомпани çак утăма тунă, мĕншĕн тесен энерги парса тăрассин шанчăклăхĕшĕн тăкакланни вырăнлă пулнине кунта лайăх ăнланаççĕ. “Дизель” Канашра упранать, пысăк авари пулчĕ тĕк унпа республикăн кирек хăш кĕтесĕнче те усă курма май пур. Çапла вара энергетиксем кĕтменлĕхе сиреççĕ, пулма пултаракан ЧП вĕсене те, потребительсене те хăратмасть, çивĕч лару-тăру тухса тăрсан сиен виçи пысăк пулмĕ.
- Çак эрнерен энергообъектсене кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрленине тĕрĕслесси пуçланчĕ, - калаçăва хутшăнать “Чăвашэнергон” Кăнтăр производство уйрăмĕн директорĕ Валерий Титов. - Комисси пирĕн ĕçе пур енĕпе те хаклĕ. Халĕ тĕрĕслев критерийĕсем çирĕпленчĕç, ку пирĕн яваплăха пушшех ÿстерет. Тĕрĕслев хыççăн пире кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта ĕçлеме хатĕр пулнин паспортне парĕç. Юсав кампанине кăна мар, персонал хĕллехи сивĕре ĕçлеме хатĕр пулнине те хаклĕç: хÿтлĕх хатĕрĕсем пуррине те, вĕренÿ-хăнăхăва та. Юсав тенĕрен, ку ĕç аван пырать. Паянхи пек вĕренÿ вара персоналшăн усăллă кăна. Паянах Канашра сивĕ вăхăтра аварисене сирсе яма хăнăхмалли тренировка пулчĕ. Тин çеç унăн кăтартăвĕсене пĕлтерчĕç: тренировка “лайăх” паллăпа ăнăçлă иртнĕ.
Валерий Иванович Елчĕк РЭСĕн персоналĕн ĕçне пысăка хурса хаклать: “Кунта хăйсен ĕçне пĕлекен специалистсем тăрăшаççĕ. Коллектива çамрăк та пуçаруллă Юрий Хушкин ертсе пырать. ЧПУ хыççăн кунтах электромонтертан пуçларĕ, мастерта ĕçлерĕ, хăйне кăтартрĕ - яваплă должноç шантăмăр. Чи кирли - ĕçлес кăмăл, хавхалану пур, çакă лайăх витĕм кÿрет: юлашки çулсенче пирĕн Елчĕк районĕнчи ĕçре курăмлă кăлтăксем пулман”. Сăмах май, халĕ вырăнти РЭС яваплăхĕ самай анлăланнă. Елчĕк тăрăхĕ - “Чăвашэнерго” республикăри муниципалитетсен электричество сечĕсене арендăна илнĕ сакăр районтан пĕри. “Вăй çитеретпĕр”, - çирĕплетрĕ вырăнти “тĕп энергетик” Ю.Хушкин.
Ăна пăхăнакансем тренировкăра та ÿпкелеме сăлтав памарĕç. Хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса вут-çулăмпа кĕрешекенсем условнăй пушара часах сÿнтерчĕç, “инкек тÿснисене” кирлĕ пулăшу кÿчĕç, энергетиксем “тепĕр хут” электричество пама пуçларĕç.
- Район чрезвычайлă лару-тăрура кирлĕ мероприятисене пурнăçлама хатĕр, - терĕ корреспондентпа калаçнă май тренировкăна хакласа Чăваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Виталий Петьков. - Тивĕçлĕ службăсен кирек мĕнле çивĕч лару-тăрăва сирсе яма та вăй-хăват, майсем пур, çакна тĕрлĕ объектра кăтартрĕç. Энергообъектсем тĕлĕшпе эпир уйрăмах тимлĕ, çакă вăйлă çилсем, пĕчĕк температура кăтартуллă кĕркуннехи-хĕллехи тапхăр умĕн пушшех вырăнлă. Командăпа штаб тренировки чи малтанах - вĕренÿ. Ман шутпа, паянхи вĕренĕве хутшăннисемшĕн пуриншĕн те чрезвычайлă лару-тăрури управлени хăнăхăвĕ енĕпе пысăк усă пулчĕ.
"Хыпар"