ЕРТСЕ ПЫРАС ОПЫТ ПУЛĂШАТЬ ĂНА
Ял тăрăхĕ /ертÿçи В.З.Афанасьев/ нумай-нумай ыйтăва ыттисенчен ăнăçлăрах татса парать. Мĕнле майпа? Валерий Зинонович, ахаль рабочирен /унччен районти пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăхра вăй хунă/ ял тăрăхĕн пуçлăхне çитнĕскер, ыйтăва хуравлама тытăнса тăчĕ. “Пирĕнтен лайăхрах ĕçлекен те чылай”, - терĕ çеç. Унтан хăйне пулăшакансем тата депутатсем çинчен хавхаланса калама тытăнчĕ.
- ВĔсем, тĕпрен илсен, çулланнă çынсем, - терĕ калаçăва тăсса. - Анчах тепĕр чухне вăй питти çамрăксенчен те ирттереççĕ...
Çапла каларĕ те тытăнчĕ Алексей Пантелеймонович Синин çинчен “мухтав юрри” юрлама: “Вăл ĕлĕкрех те ял шăпипе тăтăшах интересленетчĕ. Анчах ял старостине суйланă хыççăн канлĕхне тата ытларах çухатрĕ...”
Алексей Пантелеймонович Аслă Елчĕкрен вунă çухрăмра вырнаçнă Тăрнашурта çуралса ÿснĕ. Хăй вăхăтĕнче унта уйрăм колхоз та пулнă. Райпо лавкки ĕçленĕ. Сурăх ферми районĕпех палăрнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн çуррисенче çав вун пилĕк - çирĕм киллĕ поселок /каярахпа ял теме те пăрахнă ăна/ малашлăхсăррисен шутне “çырăнать”. Малтанах лавккана хупса хураççĕ. Унтан сурăх фермине тĕп тăваççĕ. Каярахпа почтальон должноçне пĕтереççĕ. Аслăраххисем ун пирки паян кун та çапла асăнаççĕ: “Ял тыткăчи пекех туйăнатчĕ. Вăл унта пурăнакансем валли хаçат-журналпа çыру кăна мар, çăкăр-тăвар та, ытти тем те пĕр арлан пек сĕтĕретчĕ...”
Çав çулсенче Алексей Пантелеймонович районти тĕрлĕ предприятире ĕçленĕ. Пур çĕрте те лайăххисен шутĕнче пулнă. Çавна кура яла сыхласа хăварас ыйтупа вăл пысăк пуçлăхсем патне /КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ таранах/ кĕнĕ. Анчах вĕсенчен пĕри те ун чухнехи патшалăх политикине хирĕç сăмах калама килĕшмен. Çав вăхăтрах ял çыннисем, пĕр хуçалăх хыççăн тепри, Аслă Елчĕкре çурт лартма çĕр лаптăкĕ илнĕ.
- Шел, хамăр ÿснĕ яла сыхласа хăварма вăй çитереймерĕмĕр. Чăн-чăн курортчĕ унта. Кашни хуçалăхрах - сад, йышлă утар. Ял çумĕнчи Тăрнашур кÿлли мĕне тăратчĕ?..
Халĕ те, çемйипе Аслă Елчĕкре пурăнать пулсан та, хăйĕн йăх-тĕпĕ ĕмĕрленĕ Тăрнашурне манаймасть Алексей Пантелеймонович. Ашшĕ-аслашшĕ яланлăха канăç тупнă таврана час-часах кайса килет. Халĕ вара, ял старостине суйланăранпа, унта кăна мар, ял тăрăхне кĕрекен ытти вырăна та тăтăшах çитет. Халăхпа тĕл пулса калаçмасăр лăпланмасть. Акă шыв колонкисем япăх ĕçлеме пуçларĕç е пачах юрăхсăра тухрĕç. Юсама е çĕнетме хальлĕхе вăй çитмест. Çакна шута илсе малтан хăйĕн шухăшне ял пуçлăхне Афанасьева пĕлтерчĕ. Лешĕ ыйтăва депутатсен пухăвĕнче çĕклерĕ. Çапла майпа кăçал кăна Матросов, Тябуков, Свердлов ячĕллĕ урамсенчи темиçе çăла тасатрĕç тата юсарĕç. Паллах, унта пурăнакансем те хастар хутшăннă. Анчах та пуçараканни Алексей Пантелеймонович пулнă.
Унччен яла тирпей-илем кÿрес, ешĕллетес тĕлĕшпе сакăр теçеткере пынă Федор Викторович Обручков нумай ĕçлетчĕ. Вăл шкулта вĕренекенсем пулăшнипе ял çумĕнчи пушă вырăна çĕр-çĕр йывăç лартса чĕртрĕ, вĕсене лайăх пăхса тăчĕ. Шел, хăйне шеллеме пĕлмен мучи нумаях пулмасть куçне хупрĕ. Алексей Пантелеймонович вара унăн ĕçне малалла тăсма йышăнса юлчĕ тейĕн. Ял урамĕсене тирпейлессипе пĕрне те, теприне те хистесе тăрать, çирĕп ыйтать. Ĕçе хăй пуçарса, тĕслĕх кăтартса пынăран ăна никам та хирĕçлеймест.
Вăл пуçарнипех масарсене йĕркелесе-тирпейлесе тăраççĕ. Темиçе çул каялла карттă çинчен çухалнă Тăрнашур ялĕнче пурăннисем тăрăшнипе унти çуртсен вырăнĕсене, садсене, Тăрнашур кÿлли таврашне тирпейлеççĕ. Кăçал вара масара карта тытса çавăрнă, тавра тимĕр сетка карса тухнă.
Староста çÿп-çапа тасатсах тăмалли, çурт-йĕрпе хуралтăсене ку чухнехилле хитре тума тăрăшмалли çинчен аса илтерсех тăрать. Урамсене, çĕнĕ çурт-йĕр çавăрнисене çутăпа тивĕçтерес енĕпе те тăрăшать. Халĕ авă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса чĕртнĕ Çĕнтерÿ аллейине çĕнетесшĕн.
“Кашни депутат тата ял старости Алексей Пантелеймонович пек пуçаруллă пулсан ĕç-пуç тата лайăхрах пымалла”, - тет унăн пуçарулăхне çине-çинех палăртса ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Çакна та каласа хăварар: А.П.Синин тивĕçлĕ канăва тухиччен районти типографи коллективне чылай çул ăнăçлă ертсе пынă. Хастар ĕçшĕн ăна “ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. Ертсе пырас ĕçре туптаннă опыт шăпах ăна ял старостин тивĕçне ăнăçлă пурнăçласа пыма пулăшать те.