Ушкăнра _ вăй
"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче кашни çул тухăçлă çĕр улми çитĕнтереççĕ, çавна май унран пысăк тупăш илеççĕ. _ Хальхинче кашни гектартан тухакан вăтам тухăç 350 центнертан кая мар, _ тет Петр Анисимов тĕп агроном. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕпе Н.И.Ильинапа пĕрле юн кун кунта ятарласа пулса куртăмăр. "Иккĕмĕш çăкăр" лаптăкĕ ял хуçалăх предприятийĕнче 35 гектар йышăнать. Çав шутран 30 гектарне апат-çимĕçлĕх, сутлăх тесе уйăрнă, тепĕр 5 гектарне ятарласа вăрлăхлăх лартса çитĕнтернĕ, вăл элита репродукцири Невский сорт. Тĕп агроном палăртнă тăрăх, асăннă çĕр улмин çак тĕсĕ хальхи вăхăтра пысăк тухăç шантаракан чи лайăх сорчĕ шутланать. "Удача" та çĕнĕ сорт. Ана çинчи çĕр улми çын тĕлĕнсе тăмалла шултăра, йышлă. Тунти кун кăларма пуçланă çĕр улми нумай та тăрса юлмарĕ. Мĕншĕн тесен çак яваплă пысăк ĕçре малтанхи кунран тытăнсах хуçалăхра пысăк йышпа тимлерĕç, уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе тухăçлă усă курчĕç. Уй-хире куллен 160-170 çынран кая мар хутшăнса ĕçлерĕ. Çав шутра Кивĕ Эйпеç, Лаш Таяпа, Кушкă шкулĕсенче вĕренекенсем, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта шутланса тăракансен пĕр ушкăнĕ. Сăмах май, ял хуçалăх предприятийĕн правленийĕ районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа тачă çыхăнса ĕçлет. Çавна май районти ĕçсĕр çынсене яваплă тапхăрта хуçалăха пулăшма чĕнсе илессине иртнĕ çулсенченех лайăх йĕркелесе пыраççĕ. Çĕр улми кăларнă çĕрте тăрăшакан шкул ачисен _ çула çитмен çамрăксен ĕç условийĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырасси çине хуçалăх правленийĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Кулленхи ĕç нормине вĕсем миçе çулта пулнине кура палăртнă. Паллах, вĕсене вĕри апат çитереççĕ. Çирĕплетнĕ расценкăсем тăрăх ĕç укçи тỹлеççĕ.
"Елчĕк Ен"