Партисем пĕрлешеççĕ
"Единая Россияпа" "Раççей аграри партийĕ" пĕрлешеççĕ. Çакна çирĕплетсе икĕ партин ертỹçи те меморандум çине алă пуснă. Çапла пĕлтернĕ авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ пресс-конференцинче "Единая Россия" партин Генеральнăй Канашĕн Президиумĕн секретарĕ Вячеслав Володин. Пĕрлешнине çирĕплетекен меморандума "Единая Россия" партин Аслă Канашĕн Председателĕ Борис Грызлов тата "Раççей аграри партийĕн" ертỹçи Владимир Плотников алă пуснă. _ Пĕтĕмлетỹ решенине партисен съезчĕсенче йышăнăпăр, _ пĕлтернĕ В.Володин. _ Партин черетлĕ съездне чỹк уйăхĕн 20-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. "Единая Россия" партишĕн ял хуçалăхĕнче татса памалли ыйтусем чи малтан пурнăçа кĕртмеллисен шутĕнче. "Раççей аграри партийĕн" программине кĕртнĕ чылай положени "Единая Россия" партин программинче те тĕп вырăн йышăнать. Çавна май пире пĕр тĕллев _ яла пулăшасси тата ял çыннисен ыйтăвĕсене татса парасси _ пĕрлештерет. Икĕ парти тахçантанпах лайăх хутшăнусенче пулнине те палăртмалла. Журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май вăл асăннă партисен пĕрлешĕвĕ пĕр тан вăйсен пĕрлешĕвĕ пулнине те, "Раççей аграри партийĕн" те, "Единая Россия" партин те кадрĕсем çĕнĕ пĕрлешỹре упранса юлнине каланă. Пресс-конференцинче "Раççей аграри партийĕн" ертỹçи В.Плотников та сăмах илнĕ. Вăл партисем вăйсене пĕрлештерес тата ял хуçалăхĕпе çыхăннă ыйтусене пĕрле татса парас тĕллевпе пĕрлешнине çирĕплетнĕ. Çак шухăша ял хуçалăх министрĕ А.Гордеев та ырланă. _ Партисем пĕрлешни аграри политикине ăнăçлă пурнăçа кĕртме май парать. Политикăлла пысăк институтсем патшалăхăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталанма пулăшни куç кĕрет. Ял ыйтăвĕ вара паян нихçанхинчен çивĕч", _ тенĕ вăл. "Единая Россия" партин Генеральнăй Канашĕн Президиумĕн секретарĕн пĕрремĕш çумĕ Андрей Исаев та хăйĕн шухăшне пĕлтерсе çапла хушса хунă: "Пĕрлешỹ пире вăйлатĕ, пирĕн структурăра сасăсене хушăнса пыма май парĕ, конкурентсене вăйсăрлатĕ _ çакă вăл математика саккунĕ". "Раççей аграри партийĕн" пленумне раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче ирттерме палăртнă, унтах съезда хăçан йĕркелесси паллă пулĕ. Официаллă пĕрлешес йышăнăва шăпах съезд татса парĕ.
"Елчĕк Ен"