Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Районта та, республикăра та пĕрремĕш пулнă

 Пирĕн çĕршывра "Осоавиахим" (ДОСААФ, РОСТО) ирĕклĕ общество организацине туса хунăранпа кăçал 81 çул иртрĕ ĕнтĕ. Çак çулсем хушшинче асăннă организаци çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассинче пысăк тỹпе хывни каламасăрах паллă. Сирĕн хаçат урлă хамăр ялти _ Патреккелĕнчи "Осоавиахим" организацийĕ çинчен кĕскен аса илсе каласа парасшăн. 1927 çул тĕлне Патреккелĕнче 200-е яхăн хуçалăх пулнă. Кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче ялти активистсен пухăвĕнче "Осоавиахим" ирĕклĕ общество организацийĕ йĕркелеме йышăннă. Унăн председателĕ пулса маларах Михаил Сергеевич Доброхотов ĕçленĕ. 1928 çулта председатель пулма Михаил Михайлович Воронцова çирĕплетнĕ. Моисей Михайлович Сироткин, Амплий Афанасьевич Доброхотов, Зосим Иванович Воронцов, ялăн тата ытти активисчĕсем маларах асăннă организацин пĕрремĕш членĕсем шутланнă. 1928 çулта ялта Буденный ячĕллĕ колхоз йĕркеленĕ, каярах _ "Байдеряково" колхоз. Вăхăт иртнĕ май "Осоавиахима" шкул ачисене те явăçтарнă. 1927 çулхи кăрлачра районта та "Осоавиахим" организацийĕ йĕркеленнĕ, унăн председателĕ пулма Степан Семенович Маркова (Аслă Таяпа) суйланă. Республикăра вара çак организацине пирĕн ентеш _ Шăмалак ялĕнче çуралса ỹснĕ Михаил Тимофеевич Ермаков ертсе пынă. Питĕ лайăх йĕркелỹçĕ пулнипе уйрăлса тăнă вăл. Шел пулин те, каярах М.Ермаков репрессине лекнĕ. Ирĕклĕ общество организацийĕ ĕç çыннисене, çамрăксене уйрăмах, çарпа патриотла воспитани парассипе ĕçленĕ. Халăха тĕрлĕ лару-тăрура хỹтĕленме вĕрентнĕ, хĕç-пăшалпа, противогазпа усă курма хăнăхтарнă. Çак тĕллевсене мала хурса час-часах спорт ăмăртăвĕсем ирттернĕ. Районта та, колхозра та кавалеристсене хатĕрлессипе тимленĕ. Пирĕн колхозра призывниксенчен кавалеристсен ушкăнĕ йĕркеленĕ. Маларах буденновец пулнă Григорий Степанович Скворцов вĕсене тĕрлĕ мелсене вĕрентнĕ. Колхоз çаранĕнче кавалеристсен тактикăллă вĕренĕвĕ иртнĕ. Кунта хĕçпе, сăнăпа çапăçма хăнăхтарнă, лаша çинче ларса пынă вăхăтра пăшалпа перес ăсталăха ỹстернĕ. Çавăн пекех лашасене те хушупа выртма, тăма, винтовкăран пенĕ чух хускалмасăр выртма вĕрентнĕ. Район шайĕнче кавалеристсен парадне ирттересси те йăлана кĕнĕччĕ. Эпир, шкул ачисем, уроксем хыççăн кавалеристсене пулăшнине хальхи пек астăватăп: лашисене пăхаттăмăр, витисене тасататтăмăр. Çак ĕçсене пурнăçланипе савăнаттăмăр, мăнаçланаттăмăр. Эпĕ "Буревестник" ятлă лашана кăмăллаттăмччĕ. 1933 çулта пирĕн колхоза "Осоавиахим" ят пачĕç. Патреккел ялĕнче йĕркеленнĕ "Осоавиахим" ирĕклĕ общество организацийĕ районта çеç мар, республикăра та малта пулнă. "Осоавиахимăн" Тĕп Комитечĕн Хисеп хутне пĕрре мар çĕнсе илнĕ, моторсăр самолета (планер), "Ремул" ятлă ăратлă тихана тата ытти пысăк парнесене тивĕçнĕ. Планерпа вĕçме вĕрентме пирĕн организацине Васильев хушаматлă летчик-инструктора çирĕплетнĕччĕ. Унпа чи малтанах призывниксене вĕçме вĕрентрĕç. Сăмах май, çав призывниксене вăрçă пуçлансан авиаци çарне янине пĕлетĕп. Васильев инструктор шкул ачисене те вĕрентетчĕ, авиамодельсем хатĕрлеме хăнăхтаратчĕ. Пирĕн авиамодельсем питĕ лайăх вĕçетчĕç. Каярах Васильева республикăри организацине чĕнсе илчĕç, ун вырăнне Пелагия Никифоровна Енцовăна ячĕç. Вăл та планерпа вĕçме, самолет моделĕсем ăсталама вĕрентетчĕ, спорт ăмăртăвĕсене (йĕлтĕрпе чупассипе уйрăмах) хастар хутшăнса арçынсенчен те малтаччĕ. Пелагия Никифоровна пулăшнипех пирĕн колхозницăсем пăшалтан ăста пеме пуçларĕç, йĕлтĕрпе чупассипе районта, республикăра иртекен ăмăртусене активлă хутшăнчĕç. 1936 çулхи хĕлле Шупашкар _ Чулхула хушшинче иртнĕ çамрăксемпе комсомолецсен чупăвне Патреккел хĕрĕсем _ Агрепина Горшковăпа Федосия Петрова (пĕрремĕш комсомолецсем, тĕл перекенсем) хутшăннă, йывăрлăхсене арçынсемпе пĕр тан чăтса ирттернĕ, "Осоавиахим" Тĕп комитечĕн тата Сормовăри заводăн рабочийĕсен премине тивĕçнĕ. "Осоавиахим" председателĕ М.Воронцов делегат пулса район, республика конференцийĕсене час-часах хутшăннă. Пĕр хут пĕтĕм Раççейре иртнĕ конференцине кайса килнĕ. Унта вăл Клим Ворошиловпа тата Семен Буденныйпа тĕл пулнă. Вĕсем пирĕн колхозпа, "Осоавиахим" организаципе тата унăн членĕсемпе кăсăкланнă. Михаил Михайловича кунта арçын костюмĕ парса чысланă. Конференцирен таврăнсан М.Воронцов çак костюма тăхăнса ялсем тăрăх çỹресе колхозниксемпе тĕл пулса конференци пирки сăмах пуçарнă. Çĕршыври кашни вăтам шкултах çар руководителĕн (военрук) должноçне кĕртнĕ. Вĕсем ачасенче патриотизм туйăмне вăратас, Тăван çĕршыва юратма хăнăхтарас ĕçре хăйсен тỹписене хывнă, çамрăксене çĕршыва хỹтĕлес ĕçе хатĕрленĕ. Эпир, çамрăк пионерсем, "Осоавиахим" организаци шкулта, районта ирттерекен ăмăртусене хастар хутшăнни халĕ те асрах. Çамрăкранах винтовкăран пеме, граната ывăтма, противогазсене кĕске вăхăтра тăхăнса хывма, хăвăрт чупма хăнăхни, сывлăх енчен çирĕп те тĕреклĕ çитĕнни мана кайран _ Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пулăшса пычĕ. Эпир чи йывăр вăхăтсене чăтса ирттертĕмĕр, тăшмана аркатса киле Çĕнтерỹпе таврăнтăмăр. "Осоавиахимăн" çамрăк членĕсем хор тата драма кружокĕсене активлă хутшăнаттăмăрччĕ, концертсемпе, спектакльсемпе ялсем тăрăх çỹреттĕмĕр, ăмăртусенче малтаччĕ. Черетлĕ ăмăрту хыççăн пире _ чи активлă 7 ачана чаплă конькисемпе чысланăччĕ. Вăрçă хыççăн "Осоавиахим" (ДОСААФ) организацине çĕнĕрен йĕркелесе ячĕç. Ăна М.Воронцов фронтовик ертсе пычĕ. Кунтах водительсене хатĕрлеме пуçларĕç. Унăн ертỹçинче малтанах Александр Каринкин, ун хыççăн Владимир Петров ĕçлерĕç. Парашютистсен кружокне вара Ананий Горшков ертсе пычĕ. Асăннă кружокра тăрăшулăхĕпе Маша Сыкина уйрăмах палăрса тăратчĕ. Каярах вăл районта парашютпа сикме вĕрентекен инструкторта тăрăшрĕ. Сăмаха вĕçлес умĕн çакна палăртасшăн. Пирĕн ялти "Осоавиахим" организаци сахал мар йĕкĕте Совет Çарĕн ретне тăма, çĕршыва тивĕçлĕн сыхлама хатĕрлерĕ.


"Елчĕк Ен"
08 сентября 2008
00:00
Поделиться