Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Эмелĕ лайăх, ăшă сăмах _ пушшех

Яманчỹрелти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Вера Алексеевна Корнилова иртнĕ уйăхра 50 çул тултарчĕ. Ялти халăх сиплевçине саламлама Шупашкарти "Янташ" ушкăн артисчĕсем ятарласа килчĕç. Культура çуртĕнче Вера Алексеевна ячĕпе илемлĕ юрăсем чылай шăранчĕç, чечек çыххисем нумай парнелерĕç ăна çак нихăçан асран тухман паллă кун. Хисеплĕ çынна нумай çул халăх сывлăхне упрассишĕн тăрăшнăшăн район пуçлăхĕ Н.Миллин Хисеп грамотипе чысланă. Чи пахи вара _ ял-йыш хисепĕ, сумĕ. Ăна Вера Алексеевна темрен те мала хурать. ...Шăмалакра йышлă çемьере çуралса ỹснĕ Вера. Мĕн пĕчĕкрен шурă халатлă ĕçченĕн профессине килĕштернĕрен, ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе Пăвари медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Фельдшер-акушер специальноçне алла илсен вăл пĕр вăхăт санаторинче ĕçленĕ. Çепĕç чĕлхеллĕ те çыпăçуллă хĕре куç хывакансем те тупăннă. Яманчỹрел йĕкĕчĕн, салтакран курма килнĕ салтакăн ăшă калаçăвĕ, ĕçченлĕхĕ, маттурлăхĕ килĕшнех пулĕ çав. Часах пĕр-пĕриншĕн çунакан çамрăк чĕресем пĕрлешнĕ. Пĕр вăхăт инçетре те пурăннă-ха çĕнĕ çемье. Унтан тăван тăрăха таврăннă, Яманчỹрелте хунав янă. Хăйĕн профессине чунтан юратакан фельдшер ĕç шыраса районти тĕп больницăн тĕп врачĕн алăкне шаккать. Çынна пĕрре пăхсах мĕнле этем пулнине палăртакан тĕп тухтăр çамрăка ĕçе илет. Ун чухне Çĕнĕ Эйпеçри фельдшер пунктне çын кирлĕ пулнăран, унта çỹреме пуçлать Вера Алексеевна. Кĕске вăхăт хушшинчех ют ял çыннисемпе, чирлĕ çынсемпе çепĕç калаçнăран пĕр чĕлхе тупать вăл. Фельдшер пунктне пулăшу ыйтма килекен ватăсене çеç мар, шкул ачисене те сĕнỹ-канаш нумай парать, санбюллетеньсем кăларать. Нумай та вăхăт иртмест _ Яманчỹрелĕнчи фельдшер пунктне фельдшерица кирлĕ. Тăван ен хăй еннех туртать çамрăк специалиста _ часах унта ĕçлеме пуçлать. Унтанпа вăтăр çул хыçа юлни сисĕнмен те ăна. Виçĕ теçетке çул хушшинче ялти кашни çынна лайăх пĕлет, кам мĕнле сывлани таран. Витререн тăкнă пек çумăр лỹшкет-и, е асар-писер çил-тăман алхасать _ ниме пăхмасăр чирлĕ çын патне васкать вăл. Отпуск мĕнне те пĕлмест вăл çак çулсем хушшинче. "Эсир укол тутарма, е сурана çыхтарма иртерех килĕр. Эпĕ отпускра-ха, е паян манăн района каймалла", _ тет вара вăл сывлăх сиплевçисĕр пурăнайман çынсене. Темле самана вăл халĕ, шала кайнă чирсемпе нушаланакансем йышлă. Çавна май ун пек çынсене куллен тĕрĕслесе тăмалла. Вырăнпа выртакансем патĕнче тăтăшах пулать вăл. Чупать вара пĕр урамран тепĕрне. Яманчỹрелсен фельдшерпа акушер пункчĕ кивĕ çуртра вырнаçнă. Çапах та ăна çĕнетме пултарчĕç вĕсем. Шала кĕрсен кабинетсенче çутă, илемлĕ. Районти тĕп больницăн администрацийĕ тата ял çыннисем пулăшнипе тĕплĕ юсарĕç те вĕсем ăна. Шурă халатлă ĕçченсен çеç мар, вĕсен мăшăрĕсен тỹпи те пысăк кунта. Вера Алексеевнăн упăшкин, Валерий Петровичăн, алли ылтăн. Юсав ĕçĕнче нумай пулăшнă вăл мăшăрне. Ял çыннисене хăтлă та ăшă пунктра сиплеме мĕн пур услови пултăр тесе сахал мар тăрăшать вăл паян та. "Кăвак çулăм" кĕртнĕ, халĕ, акă, шыв кĕртсе кăлармалла. Кунта та арçын алли кирлех. Вера Алексеевнăпа Валерий Петрович виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Асли, Александр, милици лейтенанчĕ. Сергей Шупашкарта пĕр фирмăра водитель пулса ĕçлет. Ывăлĕсем çемьеллĕ. Мăнукĕсем те яла килсен асламăшĕн арки çинчен анма пĕлмеççĕ. Кинĕсем те хунямăшнех хывнă, çепĕç чĕлхеллĕ, ырă кăмăллă. Килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Кĕçĕн хĕрĕ, Наташа, Шупашкарти экономикапа технологи колледжĕн юлашки курсĕнче вĕренет. В.Корнилова фельдшерица хастар ĕçĕпе пĕрре мар Хисеп грамотисем илме тивĕçнĕ. Районти "Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ" ята пĕрре мар çĕнсе илнĕ. Халĕ те çанă тавăрса вăй хурать. Т.Васильева санитаркăпа килĕштерсе ĕçлеççĕ. _ Эмелпе çеç мар, çепĕç сăмахсемпе те сиплет вăл пире. Тавтапуçах ăна. Пире Вера Алексеевна кашни кунах кирлĕ. Унсăрăн май çук, _ тет ĕç ветеранĕ, инваличĕ В.Яковлева. Вера Алексеевна _ Раççей хисеплĕ донорĕ. Хăй юнне парса чылай çынна вилĕм серепинчен хăтарнă вăл. Ырă ĕç ырăпах таврăнать. Ял-йыш сăваплă ĕçшĕн сума сăвать те ăна.



"Елчĕк Ен"
08 сентября 2008
00:00
Поделиться