Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕр улми кăлараççĕ

"Клевер" ОООри уй-хир ĕçченĕсем тĕш тырă культурисене пỹлмесене вăхăтлă пухса кĕртме ĕлкĕрчĕç. Халĕ кунта пикенсех çĕр улми кăлараççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕ "иккĕмĕш çăкăра" туса илессинче иккĕмĕш çул ĕнтĕ Голланди технологийĕпе усă курать. Лаптăксене кашни çул ỹстерсех пыраççĕ, кăçал ăна 72 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Ку чухне вĕсем пысăк шанăç паракан элита вăрлăхсемпе анчах усă курнă. Хальлĕхе çĕр улмирен мĕн чухлĕ тухăç, мĕн чухлĕ тупăш илнине, паллах, татăклăн палăртма çук. Анчах "иккĕмĕш çăкăр" çитĕнтерни ял хуçалăх предприятине пысăк усă парасси паллă.


"Елчĕк Ен"
08 сентября 2008
00:00
Поделиться