Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Район уй-хирĕсенче

Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 12471 гектар (83 процент), пурĕ 363066 центнер пухса кĕртнĕ. "Прогресс", "Свобода", "Сатурн", "Нива", "Клевер", "Рассвет", "Комбайн", "Знамя" хуçалăхсем, "Бикуловы" хресчен (фермер) хуçалăхĕ уйри тыр-пула пĕтĕмпех пуçтарса кĕртнĕ. Чи пысăк тухăç _ "Прогресс" ЗАОра _ 43,1 центнер. Кĕрхи культурăсене 1569 гектар акнă. Ку ĕç "Прогресс" ЗАОра, "Клевер" ОООра, "Победа" ЯХПКра ăнăçлă пырать. 4153 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă. 10789 гектар çинчен улăм пухса кĕртнĕ. Патшалăха 1356 тонна тырă сутнă.


"Елчĕк Ен"
04 сентября 2008
00:00
Поделиться