Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕлтĕрхинчен нумайрах

 "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ферма ĕçченĕсем хальхи вăхăтра кашни ĕнерен талăкра 22,3 килограмм сĕт суса илеççĕ. Çак кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 1,1 килограмм пысăкрах. И.Кукурузова, Р.Сундулова, И.Германова, Н.Яковлева, Л.Курчина, Н.Никитина дояркăсем ĕç кăтартăвĕсене куллен ỹстерсе пыраççĕ, пĕр-пĕринпе ăмăртса вăй хураççĕ. Пенсие тухнă хĕрарăмсен вырăнне кăçал çамрăксем йышăнчĕç. Хуçалăх куллен патшалăха 3 пин килограма яхăн сĕт сутать, кассăна сахал мар укçа-тенкĕ кĕрет. Анчах çу уйăхĕсенче сĕт хакĕ чакрĕ. Малашне вăл ỹсессе шанаççĕ выльăх-чĕрлĕх пăхакансем.


"Елчĕк Ен"
04 сентября 2008
00:00
Поделиться