Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Раççей тĕрĕс йышăну турĕ

Совет Союзĕ арканнă хыççăн çак регионта пĕр-пĕрне пăхăнман патшалăхсем йĕркеленчĕç. Кăнтăр Осети, Грузи, Абхази... Вĕсенче кашнинчех демократи принципĕсемпе йĕркеленнĕ влаç органĕсем пур. Юлашки çулсенче асăннă республикăсем хăйсем тĕллĕн пурăнма, патшалăхсен шайĕнче уйрăм çыхăнусем йĕркелеме пултарнипе палăрчĕç. Кăнтăр Осетипе Абхазинче пурăнакан халăх хăйсен пăхăнманлăхне йышăнма ыйтса Раççей ертỹçисем патне маларах темиçе хут та официаллă хутпа тухнă. Анчах та Мускав 15 çул ытла Грузи территорийĕн пĕрлĕхне упрас принципа пăхăннă. Грузипе Абхази, Грузипе Кăнтăр Осети хушшинчи конфликтсене йĕркелемелли тĕнчери килĕшỹсенчен пăрăнман. Халĕ, Грузи Кăнтăр Осетие хирĕç вăрçă пуçланă хыççăн, Мускав Кăнтăр Осетипе Абхазин никама пăхăнманлăхне йышăнчĕ. Çакна пирĕн районта пурăнакансем çапла хаклаççĕ. Александр КЛЕМЕНТЬЕВ, район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ: _ Раççей Федерацийĕ мĕн ĕлĕкрен вăйлă, суверенлă тата хăйне хисеплеттерекен патшалăх пулнă, малашне те çапла пулĕ. Çавна май Раççей халăхĕ те нихăçан та мĕскĕн пулман, никам умĕнче те пуç усман. Раççей Президенчĕн Д.Медведевăн Кăнтăр Осетипе Абхази Республикисен пăхăнманлăхĕ çинчен калакан указĕсене вăхăтлă, кирлĕ йышăну тесе хаклатăп. Патшалăх хăйĕн гражданĕсене, вĕсем кирек ăçта пурăнсан та, хỹтĕлеме пултарни унăн пирвайхи тивĕçĕ. Раççей çак хирĕç тăрура хăйĕн хĕç-пăшаллă вăйĕсемпе усă курни Конституципе килĕшсе тăрать. Эппин Раççей çĕршывĕ пĕтĕм тĕнчери нормăсемпе килĕшỹсене пăсман. Евгения МИХАЙЛОВА: "Единая Россия" партин Елчĕкри уйрăмĕн секретарĕ: _ РФ Федерацин Канашĕпе Патшалăх Думи Кăнтăр Осетипе Абхазин никама пăхăнманлăхне йышăнни Раççей çирĕп шухăшлă пулнине çирĕплетрĕ. Кирек хăш халăх та хăйĕн шăпине хăй татса памалла. Енчен те осетинсемпе абхазсем çак çул-йĕре суйласа илчĕç пулсан, вĕсене ирĕклĕ пурăнма, ĕçлеме, йыш хушма тулашри вăйсем чăрмантармалла мар. Валерий БУКЛАКОВ, районти çар комиссарĕ: _ Раççей Президенчĕ Д.Медведев Кăнтăр Осетипе Абхази республикисен суверенитетне йышăнни çинчен алă пуснă указсем _ вăхăтлă та кирлĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕрĕс йышăну Раççей сумне çĕклет. Пирĕн халăх никам умĕнче те пуç тайманнине тепĕр хут çирĕплетет. Пĕр патшалăх тытăмĕнчи субъектсене хĕç-пăшал вăйĕпе пăхăнтарма тăрăшса пĕр айăпсăр пин-пин çынна вĕлерни _ хăрушă пулăм. Çакă вăл хăйех геноцид. Грузи çĕршывĕн ертỹçисен политикăри суккăрлăхĕпе Кăнтăр Осетире чĕртнĕ вăрçă тата Абхазие тапăнса кĕме хатĕрленĕ план пĕр çĕршыври юнлă хирĕç тăру кăна мар, вăл _ ыттисем хĕтĕртнипе Грузи Раççее Çурçĕр Кавказри вăрçа туртса кĕме хăтланни те. Раççей тĕрĕс утăм тунине тепĕр хут çирĕплетсе калатăп. Петр ЧЕРНОВ, СССР халăх учителĕ, РФСР тата Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ: _ Пирĕн Раççей вăрçă-çапăçăва ялан хирĕç пулнă. Пăхăнман халăха персе, юн тăкса, пусмăрласа пуçа пĕктереймĕн. Грузи ертỹçисем çак халăхсене хисеплемеççĕ пулсан вĕсемпе пĕрле пурăнма йывăр, çавăнпа та Раççей питĕ тĕрĕс йышăну тунине палăртсах калас килет. Халĕ ĕнтĕ тепĕр пулăм тумалла: асăннă республикăсен хăрушсăрлăхне упрама, вĕсенчи тăнăç пурнăçа сыхлама гаранти паракан икĕ енлĕ килĕшĕве вăраха ямасăр çирĕплетмелле.


"Елчĕк Ен"
02 сентября 2008
00:00
Поделиться