Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕçлеме çеç ан ỹркен

Ялсенче çамрăксен урамĕсем ỹссе пыни чуна çĕклет. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек капăр та илемлĕ, хăтлă çуртсем çĕклеççĕ вĕсем. Патреккелĕнчи Çĕнĕ урампа пынă май Валерийпе Ольга Левыйсен çуртне асăрхамасăр иртеймĕн. Капăрлăхĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе аякранах илĕртет вăл. _ Çурт проектне хăвăрах ту-нă-и? _ кăсăкланатăп кил хуçисемпе тĕл пулнă май. _ Хамăрах хатĕрлерĕмĕр, _ кăмăллăн хуравлать Валерий Владимирович. Çурт тулашĕнче те, шалта та типтерлĕ, пỹлĕмсем çутă та таса, кашни япала хăйĕн вырăнĕнче. Картишĕнче вырнаçтарнă клумбăсенче, пỹртре капăр чечексем куçа илĕртеççĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса çиччĕмĕш çул пĕрле пурăнать туслă çемье, икĕ хĕр _ Дианăпа Алина _ çитĕнет. Çамрăксем вĕрентекен профессине алла илнĕ. Ольга качча тухиччен 5 çул ытла Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш шкулта, Валерий Тăрмăш шкулĕнче ĕçлерĕç. Халĕ вĕсем тĕрлĕ сăлтава пула урăх профессипе вăй хураççĕ. Ашшĕ-амăшĕн пулăшăвне, хăйсен пысăк тăрăшулăхне пула капмар çурт çĕклерĕ çемье. Кунта вĕсем Чăваш Республикин Президенчĕпе Правительствин "Çамрăк çемье" программипе те усă курчĕç. Нумаях пулмасть тĕп килтен уйрăлса тухса çĕнĕ çурта пурăнма куçрĕç Левыйсем. Йăлтах хатĕр кунта, мунча тăвас ĕçе вĕçлесси анчах юлнă. _ Çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче çĕнĕ пỹрте кĕнĕ ятпа тăван-пĕлĕшĕмĕрсене пуçтарса пысăк уяв йĕркелерĕмĕр, _ пĕлтерет кил хуçи хĕрарăмĕ. "Чылайăшĕ хуланалла туртăнать. Мĕнпе илĕртрĕ сире ял?" _ ыйту çине вĕсем иккĕшĕ те çапла хуравларĕç: "Паянхи кун ялта пурăнма хуларинчен те меллĕрех. Ĕçлеме çеç ỹркенмелле мар. Çуртсем çут çанталăк газĕпе ăшăнаççĕ, ваннăйпа туалет та çуртсенчех. Хамăр лартса-акса илнĕ пахча çимĕç. Малашне выльăх-чĕрлĕхне те йышлă тытасшăн". Валерий ылтăн алăллă пулнипе палăрса тăрать. Çакă ашшĕпе _ Владимир Арсеньевичпа пĕрле вĕсем çурт валли хăш-пĕр сĕтел-пукана лавккаринчен кая мар ăсталанинче те лайăх курăнчĕ. Ольга вара, пăянамăшĕ _ Любовь Алексеевна пекех тăрăшуллă, типтерлĕ пулни сисĕнет. Çакăн евĕр çемьесемпе тĕл пулнă хыççăн ял малтан-мала аталаннине туйма кăмăллă.


"Елчĕк Ен"
02 сентября 2008
00:00
Поделиться