Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Район уй-хирĕсенче

Çурла уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йыши культурăсене 12192 гектар (82 процент), пурĕ 350942 центнер пухса кĕртнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç _ 28,8 центнер. Чи пысăк тухăç "Прогресс" ЗАОра _ 43,1 центнер, "Клевер" ОООра _ 41,2 центнер, "Сатурн" ЯХПКра _ 40 центнер, "Колос" ЯХПКра _ 38 центнер, "Комбайн" ЯХПКра _ 36 центнер. 10 хуçалăхра ("Прогресс", "Яманчурино", "Свобода", "Сатурн", "Нива", "Клевер", "Рассвет", "Комбайн" ялхуçалăх предприятийĕсем, "Бикуловы" хресчен (фермер) хуçалăхĕ) вырма ĕçĕсене вĕçленĕ. К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхра тĕш тырра хальлĕхе 55 процент, Ленин ячĕллĕ хуçалăхра 50 процент, "Арланово" ОООра 45 процент анчах пухса кĕртнĕ. Кĕрхи культурăсене 1201 гектар (18 процент) акнă. Çав шутран "Прогресс" ЗАОра _ 345 гектар, "Звезда" ОООра _ 160 гектар, "Победа" ЯХПКра _ 150 гектар, "Эмметево" ОООра _ 125 гектар. "Свобода", "Сатурн" ял хуçалăх предприятийĕсенче 35 гектар кукуруза вырнă. 3472 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă. 10585 гектар çинчен улăм пухса кĕртнĕ. Патшалăха 1190 тонна тырă сутнă. Çав шутран "Комбайн" ЯХПК _ 185 тонна, "Клевер" ООО _ 160 тонна, "Победа" ЯХПК _ 146 тонна, "Колос" ЯХПК _ 120 тонна.



"Елчĕк Ен"
30 августа 2008
00:00
Поделиться