Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Патшалăх пулăшать

Эпĕ анне пулма хатĕрленетĕп. Патшалăхран мĕнлерех пулăшу кĕтме пулать-ши? _ Федерацин 1995 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнчи "Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем тỹлесси çинчен" Саккунĕпе килĕшỹллĕн эсир çакăн пек тỹлевсем илме пултаратăр: _ ача кĕтнĕ вăхăтра тата çуратнăшăн паракан пособи. Ăна 140 куншăн (çуратиччен маларах 70 кун тата çуратнă хыççăн 70 кун) 12 уйăхри вăтам ĕç укçинчен шутласа параççĕ; _ малтанхи уйăхсенчех медицина учрежденине учета тăрсан пĕр хут паракан 332 тенкĕ; _ ача çуралсан пĕррелĕх пулăшу пособийĕ _ 8845 тенкĕ; _ ача çулталăк çурăна çитиччен кашни уйăхра тỹлекен пособи. Ĕçлекен амăшĕсем валли _ ĕç укçин 40 проценчĕ, анчах 6635 тенкĕрен ытла мар. Ĕçлеменнисене _ пĕрремĕш ачашăн 1648 тенкĕ, иккĕмĕш тата ытти ачасемшĕн _ 3317 тенкĕ; 16 çул тултарман ачасене (пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенче вĕренекенсемшĕн 18 çула çитиччен) кашни уйăхра тỹлекен пособин виçине регионти влаçсем йĕркелеççĕ. Енчен те эсир иккĕмĕш, е ытларах хут ача амăшĕ пулма хатĕрленетĕр пулсан, сире валли тепĕр пулăшу _ амăшĕн капиталĕ пур. Ăна ĕмĕрте пĕр хут çеç параççĕ. Енчен те эсир иккĕмĕш ачашăн сертификат илнĕ-тĕк, виççĕмĕшшĕн, паллах, памаççĕ. Йĕкĕреш çуралсан та çак сумма икĕ хут ỹсмест. Амăшĕн капиталне 2007 çулхи раштав уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен иккĕмĕш е хыççăнхи ачине çуратнă е усрава илнĕ амăшĕсем илме пултараççĕ. Ашшĕ те илет: енчен те амăшĕ вилнĕ е амăшĕн прависĕр хăварнă, е арçын иккĕмĕш е хыççăнхи ачасен пĕртен-пĕр усрава илекенĕ пулсан. Çак укçапа ача çуралнă хыççăн 3 çултан анчах усă курма пулать: пурăнмалли çурт-йĕр туянма е лартма, ача вĕреннĕшĕн тỹлеме, амăшĕн ĕç пенсийĕн перекет пайне йĕркелеме. Ытти майпа амăшĕн капиталĕпе усă курма юрамасть. Ăна инфляци тăрăх шутласа пыраççĕ.


"Елчĕк Ен"
27 августа 2008
00:00
Поделиться