Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Малтисем паллă

"Прогресс" акционерсен хупă обществинче уй-хир ĕçченĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1350 гектар çинчен кĕске срокра, пахалăхпа пухса кĕртрĕç. Вырмана 9 комбайн хутшăнчĕ. Куприяновсен, Кудрявцевсен, Муллинсен çемье экипажĕсем 14056-9903-шер центнер тĕш тырă çапса тĕшĕлерĕç. Куприяновсемпе Кудрявцевсем "Дон" комбайнпа ĕçлерĕç, Муллинсем "ACROSпа". Çĕнĕ техникăна ĕççи пуçлансан çеç илсе килнĕрен Муллинсен кăтартăвĕ кăштах пĕчĕкрех. Тăрăшуллă комбайнерсене хавхалантармалли условисем çирĕплетнĕ хуçалăхра. 4 пин центнер тырă çапса тĕшĕлесен 1 пин, 6,5 пин центнертан иртсен 2 пин, 8,5 пин центнертан ирттерсен 3 пин, 13 пин центнертан ытларах тĕш тырă çапса тĕшĕлесен 5 пин тенкĕ параççĕ. Вăй хурса ĕçлени сая каймасть _ хушма укçа сахал мар тивет уй-хир ĕçченĕсене. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттарас енĕпе Н.Романов водитель мала тухрĕ. Унăн кăтартăвĕ _ 14335 центнер. А.Егоров, Ю.Каринкин водительсем те начар мар тăрăшнă. Вĕсем 10748 _ 10400 центнер тырă турттарса ырă ята тивĕçрĕç.


"Елчĕк Ен"
27 августа 2008
00:00
Поделиться