Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕр _ çивĕч ыйту

"Ял тăрăхĕсенчи тĕп ресурс _ çĕр. Унăн пулăхне упраса хăварни, çĕрпе пĕлсе тата тĕплĕ усă курни _ ăнăçлă аталану никĕсĕ. Республикăра усă курман çĕрсем пур. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен вĕсене хатĕрлес енĕпе, çĕр çинче ĕçлекенсене тата бюджета тупăш паччăр тесе тĕрлĕ условисем туса пама тивĕçлĕ", _ палăртать Н.Федоров Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырура. Усăсăр çĕре çаврăнăша кĕртесси, чăн та, кулленхи çивĕч ыйту. Тăтăшах ăнлантаратпăр пулсан та, хăш та пĕр çын çĕр пайĕсене харпăрлăха куçарас ĕçе çав-çавах тăсать-ха. Паян çĕр хакĕ йỹнĕ мар, пĕр гектар çĕр 23,5 пин тенкĕпе танлашать. Малашне вăл тата та хакланĕ. Çакна тĕпе хурса акăнман çĕрсен хуçисем патне асăрхаттару хучĕсем çитеретпĕр. Юлашки çулсенче ялсенче (уйрăмах центртан аяккарах вырнаçнисенче) пушанса юлнă çуртсем нумайланни чунра пăшăрхану çуратать. Мĕншĕн тесен хуçасăр çурт юхăнать, пахчисенче çум курăк, хыт хура ашкăрни тавралăх илемне пăсать. Тепĕр енчен çак çуртсенче пушар тухас хăрушлăх та пысăк. Çакăн евĕр çуртсен еткерçисене _ ачисене, çывăх тăванĕсене çĕр лаптăкĕсене кĕске вăхăтрах харпăрлăха куçарма, юхăннă çуртсен çĕрĕсемпе кирлĕ пек усă курма ыйтас килет. Çакна та палăртса хăварасшăн. Чылай çын маларах ялсен çывăхĕнчи лаптăксенче хушма çĕр пайĕсем илнĕ. Вăхăт иртнĕ май нумайăшĕ çак çĕр пайĕсемпе усă курма пăрахнă, вĕсем вара юхăннă, çум курăк ăшне путнă. Тĕслĕх вырăнне манăн "Елчĕк крахмалĕ" агрофирмăпа "Елчĕкри сыр туса кăларакан" завод хушшинчи çĕр пайĕсене асăнас килет. Çак усă курман çĕрсене "Прогресс" ЗАО хăй çине куçарасшăн. Çавна май кунта халăх харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене пĕр енне, "Прогресс" хуçалăх çаврăнăша кĕртес текен усăсăр выртакан пайсене тепĕр енне куçарас ыйту тухса тăрать. Çĕрпе усă курма пăрахнă граждансене çĕрпе малалла та усă курма килĕшменнине пĕлтерсе заявлени çырма ыйтатпăр. Çак ыйтусене сỹтсе явас тата татса парас тĕллевпе маларах асăннă çĕр пайĕсен хуçисене пурне те çурла уйăхĕн 29-мĕшĕнче ирхине 9 сехет тĕлне Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртне пухăнма ыйтатпăр.


"Елчĕк Ен"
27 августа 2008
00:00
Поделиться