Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паянхи кунпа пурăнса иртнине астăвар

Елчĕкре пурăнакан Мария Васильевна Лобанчикова историпе, хăйĕн йăх-несĕлĕн тымарĕпе питĕ кăсăкланать. Çемье историне çырса, ỹкерсе пынă темиçе хулăн тетрадь те, çырусем те, сăн ỹкерчĕксем те пур унăн. Вăл вĕсене типтерлĕ упрать, малалла çырсах тăрать, ачисем, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем... вуласа пĕлччĕр тесе тăрăшать. Пурнăçра тỹсни, курни вара вăрçă çулĕсенче çуралса ỹснĕ Мария Васильевнан сахал мар. Ашшĕ 1941 çулта вăрçа тухса кайнă кун вăл сăпкара выртса юлнă, вăрçă вăхăтĕнчи, ун хыççăнхи пĕтĕм нуши-тертне тỹснĕ. Ашшĕ вăрçăра пуçне хунă. Виçĕ пĕр тăван пулнă вĕсем çемьере _ икĕ ывăл та пĕр хĕр. Шел пулин те, пиччĕшĕпе шăллĕ те çамрăклах çĕре кĕреççĕ. Пиччĕшĕ вăрçă çулĕсенчех, 6 çулта, шăллĕ 1960 çулта, 17 çула çитсен. Шăллĕне çухатнă вăхăтра, 1960 çулта Мария Новосибирскри техника училищине вĕренсе пĕтерсе Томск хулинче ГРЭС-2 тунă çĕрте газоэлектросварщик специальноçĕпе ĕçленĕ (çапла, темле арçын специальноçĕсене те алла илме тивнĕ вăрçă çулĕсем хыççăн хĕрсен). Шăллĕ вилсен амăшĕ ялта пĕччен юлнине кура тăван ене куçса килет. Пĕр çул хăйĕн профессийĕпе "Сельхозтехникăра" тăрăшать, унтан çăкăр пĕçерекен завода вырнаçать. Мĕн пенсие тухичченех аслă пекарь, экспедитор пулса ĕçлет вăл кунта. "Ĕç ветеранĕ" ята илет. 1961 çулта Хĕрлĕçыр хĕрĕ Елчĕкри Петр Викторович Лобанчиковпа çемье çавăрать. Петр Викторович та ĕç ветеранĕ. 1953-56-мĕш çулсенче Чкаловскри (Оренбург) зенитпа артиллери учиилищинче вĕреннĕ хыççăн Эстонире, Тарту хулинче лейтенант пулса службăра тăнă. Пенсие вара капитан званийĕпе тухнă, шкулта çар ĕçне те вĕрентнĕ вăл. 1961 çулта Шупашкарти педагогика институтĕнче физика факультетне пĕтерсе пĕрер çул Лаш Таяпа, Аслă Елчĕк шкулĕсенче ĕçленĕ хыççăн 1993 çулта тивĕçлĕ пенсие каичченех Елчĕк шкулĕнче вăй хунă. "Эпир ĕмĕр тăршшĕпе мул пухман. Ачасем _ пирĕн пуянлăх. Вĕсене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларасси тĕп тĕллев пулнă", _ тет 47 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан телейлĕ мăшăр. Ачисемпе чăнах та савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур Лобанчиковсен. 6 мăнукĕ те кичемленме памаççĕ вĕсене. 5 ача çитĕнтернĕ Мария Васильевнăпа Петр Викторович. Пиллĕкĕшĕ те аслă пĕлỹллĕ, виççĕшĕ шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ. Асли _ Виктор, çар çынни пулнăскер, халĕ пенсире ĕнтĕ, Самар хулинче пурăнать. Унăн хĕрĕ те аслă шкул пĕтерме ĕлкĕрнĕ. Иккĕмĕш ачи _ Надя хĕрĕ _ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетне пĕтернĕ, тĕп хулари Строительсен больницинче рентгенолог-терапевтра вăй хурать, икĕ ача çитĕнтернĕ. Асли ЧПУ пĕтерсе ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ, кĕçĕнни те çак аслă вĕренỹ заведенийĕнчех пĕлỹ пухать, çак вăхăтра ют çĕршывра стажировкăра. Виççĕмĕш ачи _ Лена хĕрĕ те медицина профессине кăмăлланă. Вăл Чĕмпĕр хулинче пурăнать, терапевтра ĕçлет. Упăшки вара унăн Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен "Канаш" хаçатне кăларассипе тимлет, "Канаш" хаçат редакцийĕ ОГУ директорĕ Н.Н.Ларионов. Пĕр хĕр ача çитĕнет вĕсен. Тăваттăмĕш ачи, Сергей, Полтава хулинчи аслă çар училищине пĕтернĕ, саппасри офицер. Строительство техникумĕнче пĕлỹ илсе Мускавра ĕçлет, авланман-ха. Кĕçĕн ывăлĕ, Валера, Чăваш Патшалăх университетĕнче стройфак пĕтернĕ хыççăн тĕп хулара инженер-прораб пулса ĕçлет. Икĕ ача çитĕнет унăн çемйинче. Мария Васильевнан хăйĕн йăх-несĕлĕн историне çырнă дневникĕсене вуласан интереслĕ фактсем куратăн. Тĕслĕхрен, унăн амăшĕ Анна Михайловна Михайлова Совет Союзĕн Геройĕн А.Ф.Беляевăн виççĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ пулать. Амăшĕн асламăшĕ, вăл Матĕрне ятлă пулнă, А.Ф.Беляевăн амăшĕпе пĕр тăван иккен. Совет Союзĕн Геройĕн йăх-несĕлĕнчи çынсемпе кăштах паллашар тесе Мария Васильевнăна итлер-ха: "Эпĕ анне каланă тăрăх анчах пĕлетĕп çаксене паллах. Манăн ват асанне _ Матĕрне, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Карсаковсен йăхĕнчен пулнăскер, Хĕрлĕçыра, Мĕтри ятлă арçынна качча килет. Вĕсен 4 ача пулнă. Кĕçени Комсомольски районĕнчи Нĕркеçне качча тухнă. Вĕсем хăйсен вăйĕпе кирпĕч çапса чул çурт лартаççĕ, вĕсене вара кулак тесе пурлăхне туртса илеççĕ. Тепĕр хĕрĕ, Пăлаки, Елчĕк районĕнчи Шуршу ялĕнче çемье çавăрать, вĕсене те пуян тесе шутласа, çуртне шкул валли уйăраççĕ. Икĕ ывăлĕ, Михаляпа Куçма ялтах тĕпленеççĕ. 1917 çулта ват асаннепе асаттен çурчĕ тĕпĕ-йĕрĕпе çунса каять (ун чух çур ял ытла та çуннă). Вĕсем вара ывăлĕсене хăйсен умне лартаççĕ те, çапла калаççĕ: "Сире Турă уйăрса панă. Эсĕ, Михаля, авланнă, ху пуçтарăн. Эсĕ Куçма, авланса ху пуçтарăн". Вара Михаляпа Куçма иккĕшĕ те уйрăм çурт лартса пурăнма тытăнаççĕ. Вĕсем час-часах Елчĕке пасара килсен Тарче аппăшĕ патне (А.Ф.Беляевăн амăшĕ) хăнана кĕнĕ. Вăл вĕсене тарават кĕтсе илнĕ. Пасар кунĕнче вăхăт пулманнипе çапла каланă: "Шăллăмсем, килти пек пулăр. Ĕçĕр, çийĕр. Апачĕ умăртах, мана кĕтсе ан ларăр". Хăнана пырсан Хĕлипкка йысна (А.Ф.Беляевăн ашшĕ) çапла юрланине аса илнине астăватăп анне каласа панинчен: "Пире атте çурт паман, Эпир арăмпа иксĕмĕр килĕштерсе çурт лартнă". Çак сăмахсенчен вĕсем хăй тĕллĕн тăрăшса ĕçлекен, килĕштерсе пурăнакан çемье пулни паллă. Анчах вĕсене те кулак тесе Çĕпĕре яраççĕ..." Çапла сỹтĕлет те сỹтĕлет Мария Васильевнан аса илỹ çăмхи. Чăнах та, ĕлĕкхине çакăн пек пĕчĕк тĕслĕхсенчен кăна куç умне тăратма пулать. Мария Васильевна Лобанчикова пек аслăрах ăрурисем те çырса пынă пулсан уйрăм çынсен историйĕ тата та уçăмлăрах пулĕччĕ паллах.


"Елчĕк Ен"
25 августа 2008
00:00
Поделиться