Хĕрỹ ĕç шавĕ лăпланмасть
Патреккелсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕр тăкаксăр пухса кĕртес тесе кал-кал вăй хураççĕ. Кунта вырмана 3 комбайн хутшăнчĕ. Вĕсем ир пуçласа сĕм çĕрлеччен хирте тăрăшаççĕ. Уяр çанталăкăн пĕр минутне те сая ямаççĕ вĕсем. Хирте ĕçлекен комбайнерсенчен чи маттуррисем _ Кудрявцевсен çемье экипажĕ _ Елена Витальевнăпа Владимир Васильевич. Вĕсем "Дон-1500" комбайнпа 9 пин центнер ытла тырă çапса тĕшĕленĕ. Ытти комбайнерсем те вĕсенчен юлмарĕç. Геннадий Филимоновпа унăн пулăшаканĕ Михаил Клементьев хăйсем ĕçлекен "Енисей-1200" хир карапĕпе 4000 центнер ытла тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. Михаил Клементьев _ студент. Вăл Çĕрпỹри совхоз-техникумăн механиксем хатĕрлекен уйрăмĕн вĕренекенĕ пулсан та кашни хĕрỹ тапхăрта тăван хуçалăха тыр-пул пухса кĕртме пулăшма васкать, комбайн штурвалне алра çирĕп тытать. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ - çамрăксенче малашлăх. Олег Павлов комбайнерпа унăн пулăшаканĕ Николай Карсаков та ыттисенчен юласшăн мар _ 3000 центнер ытла тĕш тырă çапма ĕлкĕрнĕ вĕсем те. 1-мĕш комплекслă бригада хирĕнчен пурĕ 16000 центнер ытла тĕш тырă пуçтарса кĕртнĕ. Ĕнел хирĕнче ĕçленĕ комбайнерсем Патреккел хирне пулăшупа килме те ĕлкĕрнĕ. Хиртен татти-сыпписĕр тырă килсе тăнине пула йĕтемре ĕç шавĕ самантлăха та лăпланмасть. Çут çанталăк панă пуянлăха пĕр тăкаксăр пухса кĕртес тесе йĕтемри ĕçченсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Юрий Каринкин водитель кашни çулах тырра хиртен йĕтем çине турттарнă çĕрте тимлет. Унăн кăтартăвĕсем ытти водительсенчен чылай пысăк -6794 центнерпа танлашать. Н.Иванов, С.Доброхотов водительсем те унран юласшăн мар. Г.Выйгетов водитель вара çак йĕтеме кĕнĕ пĕтĕм тырра кĕлетсене турттарать. Тырра алласа тасатнă çĕрте хĕрарăмсемпе пĕрлех çамрăксем те юнашар. Н. Миллина, И.Маркова, Э.Герасимова, С. Иванова, М.Арбузова, П.Добронравов ларма-тăма пĕлмесĕр йĕтемри тыр-пула тасатаççĕ. Сушилкăсене тата сортировкăсене ĕçлеттерме шанчăклă çынсене - Александр Арбузов, Николай Львов тата Зинон Захаров операторсене çирĕплетнĕ. Татьяна Миллина, Ирина Выйгетова весовщицăсем ир пуçласа каçченех тырра йышăнса, виçсе, тĕрĕслесе тăраççĕ. Йĕтем çинчи мĕнпур ĕçе йĕркелесе тăма О.Скворцова кладовщицăна шанса панă. Г.Маркова фуражир хуçалăх выльăх-чĕрлĕхне паха апатпа тивĕçтерес тесе кĕлете тĕш тырă йышăннă çĕрте пысăк тăрăшулăх кăтартать. Нумай та вăхăт иртмерĕ, йĕтем çине Елчĕк ял тăрăхĕн артисчĕсем килсе çитрĕç. Вĕсем кунта ĕçлекенсен апат вăхăчĕпе усă курса пĕр юрă хыççăн теприне шăрантарчĕç, шỹтлесе те илчĕç, çуралнă кунпа та саламлама манса каймарĕç. Çамрăк артистсем вара - пĕр тăван Олесьăпа Павел Карсаковсем ташша ячĕç. Патреккелсем патĕнче хăнара пулнă хыççăн артистсем Тỹскел йĕтемĕ çине те çитрĕç. Кунти халăха хăйсен сăвви-юррисемпе, ташши-куллипе савăнтарчĕç. Йĕтем çинче ĕçлекенсене культура ĕçченĕсем юрă-ташăпа кăна мар, хаçат-журналпа та тивĕçтереççĕ, калаçусем ирттереççĕ, хальхи çĕнĕ технологи хатĕрĕпе - компьютерпа усă курса "Çиçĕм" хаçат та кăлараççĕ. Çĕр ĕçченĕсем ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ. Хĕрỹ вăхăтрах акционерсене утă-улăмпа тивĕçтерес ĕç те йĕркеллĕ пырать, тюкласа параççĕ. Утă-улăм валеçнĕ çĕрте Элекçей Тимеш хĕрарăмĕсемпе правлени ĕçченĕсем пысăк хастарлăх кăтартаççĕ.
"Елчĕк Ен"