Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çул çинче тимлĕ пул

 Кĕçех пысăк уяв _ Пĕлỹ кунĕ çывхарать. Ачасене пуçласа шкула яракан ашшĕ-амăшĕшĕн çак уяв уйрăмах хаваслă. Ялан çумра пулнă ывăл-хĕрне вĕрентекенсен аллине панă май вĕсен умне тепĕр шухăш _ ачисене çул-йĕр çинче тĕрĕс çỹреме вĕрентесси тухса тăрать. Малтанхи кунсенче ачасене шкула ăсатса ямалла тата кĕтсе илмелле, шкулпа киле çыхăнтаракан çулпа лайăх паллаштармалла, çул урлă тĕрĕс каçма хăнăхтармалла. Çул-йĕр правилисене пăхăнманни пурнăçшăн хăрушă пулнине вĕсен çирĕп пĕлмелле. Çак йĕркесене ачасене вуласа пани вырăнлă пулĕччĕ: "Хаклă пĕрремĕш класа каякан! Халиччен эсĕ нумай машина çỹрекен урамсем тăрăх аçун е аннỹн, аслисен аллинчен тытăнса каçнă пулсан, малалла хăв тĕллĕн çỹреме тивĕ. Нумай машина çỹрекен урамсенче санпа инкек ан пултăр тесен санăн пĕрремĕш кунранах çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла. Тротуар пур вырăнсенче аслă çулпа мар, тротуар тăрăх утмалла. Енчен те вăл çук пулсан çулăн сулахай енĕпе (хирĕç килекен автомашина енчи çул хĕррипе) пымалла. Çул урлă пешеходсем каçакан вырăнтан каçмалла.Транспорт хатĕрĕсем иртсе каясса яланах кĕтсе тăр. Вĕсен умĕнчен е хыçĕнчен чупса каçма юрамасть. Çул урлă каçнă чух светофорăн симĕс çутине кĕтмелле. Çул çинче выляма, юраман вырăнсенче çул урлă каçма, çывхарса килекен автотранспорт иртсе каймасăр çул çине кĕме, 14 çул çитмесĕр аслă çулсем тăрăх велосипедпа çỹреме юраманнине яланах асра тыт".


"Елчĕк Ен"
25 августа 2008
00:00
Поделиться