Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кăтартусем савăнтараççĕ

Кăçалхи çичĕ уйăхра районти хуçалăхсенче 2321 тонна аш-какай, 18070 тонна сĕт туса илнĕ. Çак кăтартусем пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен чылай пысăкрах. Çак тапхăрта районта кашни ĕнерен 2943-шер килограмм сĕт суса илнĕ, пĕлтĕрхи кăтарту _ 2607 килограмм. Чи пысăк сăвăм _ "Победа", "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче. Çак хуçалăхсем çичĕ уйăхра кашни ĕнерен 4297 _ 4036-шар килограмм сĕт суса илнĕ. "Прогресс", "Победа", "Комбайн" хуçалăхсенчи ĕне выльăхсем талăкра 700-шер грамм ỹт хушса пынипе, "Прогресс", "Рассвет", "Эмметево" хуçалăхсенче сыснасем 500-шер грамм ỹт хушса пынипе палăрнă.


"Елчĕк Ен"
23 августа 2008
00:00
Поделиться