Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Яваплăха ỹстереççĕ

Çул-йĕр çинчи лару-тăру çулран-çул йывăрланса пынине шута илсе Раççей Правительстви пĕлтĕр "2006-2012 çулсенче çул çинчи хăрушсăрлăх шайне ỹстересси" федераци программине йышăнчĕ. Федерацин "Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодекса улшăнусем кĕртесси çинчен" Саккунпа килĕшỹллĕн çул çỹрессин правилисене, йĕркене пăснăшăн тивекен штрафсемпе айăплавсен пĕрремĕшпе иккĕмĕш пайĕсем 2007 çулхи çурла, 2008 çулхи кăрлач уйăхĕсенче, виççĕмĕш пайĕ вара кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕсенче улшăнчĕç. Вĕсем пирки эпир ГИБДДн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн ертỹçипе С.Красновпа сăмах пуçартăмăр. _ Сергей Алексеевич, хальхинче çул-йĕр правилисемпе çыхăннă мĕнлерех улшăнусем кĕтеççĕ пире? _ Чи малтанах çул-йĕр çинче ятарлă фото- тата видеокамерăсем ĕçлеме пуçлассине палăртмалла. Асăннă приборсем хăй хальлĕн _ автомат йĕркипе ĕçлĕç. Йĕркене пăсакан автотранспорт номерĕ видеосăнавра çырăнса юлать. Çул-йĕр правилисене пăснăшăн мĕн чухлĕ штраф тỹлемеллине кăтартакан хута вара автомашина хуçи патне почтăпа ярса парĕç. _ Йĕркене пăхăнман çын автотранспорт хуçи мар, унран шантару хучĕ илнĕ (доверенность) водитель пулсан... _ Штраф тỹлевĕн квитанцине никама та мар, транспорт хуçине ярса параççĕ. Çавăнпа та унăн çул-йĕр правилисене пăсакан хăй мар, урăххи пулнине ĕнентерсе тата çирĕплетсе пама тивĕ. _ Енчен те водитель почта урлă килнĕ айăплавлă документпа килĕшмест? _ Ку тĕслĕхре транспорт хуçин 10 кун хушшинче малтан ГИБДД подразделенине, унтан суда хирĕçлев тăратма ирĕк пур. _ "Ỹсĕр е ỹсĕр маррине" вырăнтах палăртакан алкотестерсем пирки кĕскен чарăнса тăрсамăр. _ Ятарлă алкотестер пулăшнипе малашне водитель эрех-сăра ĕçнипе ĕçменнине ГАИ ĕçченĕсем вырăнтах татса пама пултарĕç, тĕрĕслев хыççăн теста хăçан тата ăçта ирттернине, организмра алкоголь виçи мĕн чухлĕ пулнине çирĕплетекен талонпа тивĕçтерĕç. Даннăйсем вара компьютерта упранса юлĕç. Кунта çакна та палăртса хăварар. Асăннă тестировани витĕр тухма руль умĕнчи çын килĕшмессе те пултарать. Ун пек чухне водитель эрех ĕçнипе ĕçменнине палăртас тĕллевпе çывăхри медицина учрежденине кайма тивĕ. Организмри алкоголь виçи юнра 0,3 промилле (пĕр савăт квас е кефир) е вĕрсе кăларакан 1 литр сывлăшра 0,15 миллиграмран ытла пулмалла мар. _ Юлашки çулсенче аварие пула сахал мар ачан пурнăçĕ татăлни паллă. Вĕсене çул-йĕр çинче илсе çỹрессинче мĕнле улшăнусем кĕртнĕ? _ Ачасене турттарассинче те пысăк улшăнусем пур. Маларах вĕсене груз автомобилĕн кузовĕ çинче (ятарлă оборудовани вырнаçтарсан) илсе çỹреме юранă пулсан, халĕ çакна пăрахăçланă. Ачасен ушкăнне ятарлă паллăсем вырнаçтарнă автобуссенче илсе çỹремелле. Автобуса чарса ачасене лартнă е антарнă тĕслĕхсенче авари сигнализацине çутмалла. Çапла туни хыçалтан е малтан килекен транспортсен хăвăртлăхне чакарса тимлĕхе тата та ỹстермеллине, ачасем çул урлă каçаççĕ пулсан чарăнса тăрса вĕсене ирттерсе ямаллине пĕлтерет. _ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодекса пайăн-пайăн кĕртнĕ кашни улшăну яваплăха ỹстерме хистет. _ Çапла. Унччен, çул çỹрессин правилисене улшăнусем кĕртес умĕн, стоянка е чарăнса тăмалли правилăсене, парковкăсемпе усă курмалли йĕркене пăснă тĕслĕхсенче блокировка хатĕрĕсемпе усă курма, транспорт хатĕрĕсене эвакуацилеме, вĕсене стоянкăра чарса тăма, номер паллисене туртса илме, çавнашкал ытти мерăсемпе усă курма май пулман. Халĕ çакнашкал чăрмавсем çук. Паян груз турттарассине, буксировка правилисене пăхăнман, патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухман, е обязательнăй майпа страхламан автотранспортпа çỹрекенсен саккун умĕнче çирĕп явап тытма тивет. Руль умне ларнă кирек хăш водителĕн те çăмăлттайлăхĕ мĕнешкел хака ларма пултарнине, вăл хăйшĕн анчах мар, ыттисемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратассине пĕлсе тăмалла, тимлĕхе самантлăха та çухатмалла мар.


"Елчĕк Ен"
15 июля 2008
00:00
Поделиться