Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пысăк йышăн ĕçĕ те сумлă

Елчĕкри почтамт коллективĕ професси уявне _ Раççей почта кунне тулли кăмăлпа кĕтсе илет. Хавасланма сăлтавĕ те пур: умри плансене яланах тивĕçлипе пурнăçлаççĕ, мĕнпур кăтартупа республикăра малтисен ретĕнче. Пĕрремĕш кварталта, сăмахран, почтамт 6576220 тенкĕлĕх ĕç тунă, плана 118 процент пурнăçланă. Иккĕмĕш кварталти ĕç кăтартăвĕсем те сулмаклă, умри тĕллевсене ирттерсе тултарнă. Почтамтăн ĕçĕ нумай енлĕ. Çапах хаçат-журнал çырăнтарса валеçесси тĕп ĕçсенчен пĕри шутланать. Почтамт ĕçченĕсем чăваш хаçачĕсене 19878 экземпляр, чăваш журналĕсене 1100 экземпляр, район хаçачĕсене 7890 экземпляр (вăл шутра "Елчĕк ен" тиражĕ чи пысăкки), центрти хаçатсене 11146 экземпляр, журналсене 1176 экземпляр çырăнтарнă. Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă тăрăхĕсенчи çынсем ытларах район хаçачĕсене, "Кил-çурт, хушма хуçалăх", "Хресчен сасси", "Аргументы и факты" хаçатсене, "Тетте", "Будуар" журналсене кăмăллани паллă. Елчĕкри почтамт коллективĕ пысăк: 300 çын тăрăшать унта. Виçĕ район ĕçченĕсем хушшинче те нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа вăй хуракансем йышлăн. Уяв кунĕнче хастаррисене сумлăн аса илмеллех. Шăмалакри Н.Федорова почтальонка, Аслă Таяпари почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Д.Адюкина, Аслă Елчĕкри Г.Вастулова почтальонка, Аслă Таяпари Н.Галкина почтальонка, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Л.Яшина, Тăрăмри Е.Тихомирова почтальонка, Елчĕк-I çыхăну уйрăмĕнчи Г.Иванова почтальонка уявра тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене тивĕçрĕç. Çавăн пекех Елчĕкри, Лаш Таяпари, Кĕçĕн Таяпари, Елчĕк I почта çыхăну уйрăмĕсен ертỹçисем Н.Капсулова, Р.Енкеева, Н.Герасимова, Г.Савукова хаçат-журнал çырăнтарас енĕпе пысăк тăрăшулăх кăтартнине палăртмалла. _ Пирĕн коллектив туслă, ĕçчен. Вăхăта шутласа тăрăшакансем çук кунта. Ирхине ултă сехетре ĕçе пуçăнатпăр та мĕн çĕрлеччен вăй хуратпăр. Халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерессишĕн хамăртан килнине пĕтĕмпех пурнăçлатпăр, _ тет Елчĕкри почтамт начальникĕ П.Блинов. Чăн сăмахăн суйи çук. Ыт ахальтен мар Елчĕкри почтамт республикăра ырă ят çĕнсе илнĕ. Малашне те çак хисепе алăран ан вĕçертĕр. Уяв ячĕпе сире, хаклă тусăмăрсем.


"Елчĕк Ен"
15 июля 2008
00:00
Поделиться