Обществăпа тачă çыхăнса ĕçлемелле
Иртнĕ эрнере ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ 6 уйăх итогĕсене пĕтĕмлетсе канашлу ирттерчĕ. Ăна асăннă пайăн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан И.Бобров ертсе пычĕ. Канашлăва ШĔМĕн суту-илỹ йĕркине пăсакансемпе кĕрешекен пай начальникĕн çумĕ М.Титов, район прокурорĕ Н.Муллин хутшăнчĕç. Чи малтанах шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн çумĕсем В.Мекшеев, В.Викторов, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн кадрсем енĕпе пулăшаканĕ Н.Галкин, штаб начальникĕ А.Левый, ГАИ уйрăмĕн инспекторĕ А.Адюков, милицин участоксенчи уполномоченнăйсен службин начальникĕ В.Соколов тата ыттисем сăмах илчĕç, хăйсем ертсе пыракан службăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. 2008 çулхи çур çулта преступленисен шучĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, чакнă. Иртнĕ çул 131 преступлени регистрациленĕ, кăçал 94. Преступленисен шучĕ чакнă пулсан та лăпланса ларма сăлтав çук. Пĕлтĕр 6 уйăхра уйрăмах йывăр преступленисен пĕр тĕслĕхне те регистрацилемен, кăçал вара вĕсем 4 таран ỹснĕ, пурте çын вĕлерессипе çыхăннă. Преступленисене пурне те уçса панă, айăплисем явап тытаççĕ. Асăннă преступленисене тунă çынсем кашниех эрех-сăрапа иртĕхни, тискер ĕçе пурнăçлас умĕн эрнешер урăлайманни паллă. ШĔМĕн суту-илỹ йĕркине пăсакансемпе кĕрешекен пай начальникĕн çумĕ М.Титов участоксенчи уполномоченнăйсен тимлĕхе ỹстермеллине, эрех-сăрапа иртĕхекенсене преступлени çулĕ çине тăрасран асăрхаттарса тăтăшах профилактика ĕçĕсем ирттермеллине палăртрĕ: "Кашни участковăй уполномоченнăй хăйне шанса панă территорие тĕплĕн пĕлмелле. Чи кирли _ саккунсăр майпа алкоголь шĕвекĕпе суту-илỹ тăвакансемпе вирлĕн кĕрешмелле. Вĕсем сутакан шĕвекĕн ытларах пайĕ ĕçме юрăхсăр, сиенлĕ япаласенчен тунă сывлăхшăн хăрушă продукт". Сăмах май, пĕлтĕр саккунсăр майпа спирт хатĕрĕпе суту-илỹ тăвакан 14 çынна административлă майпа явап тыттарнă пулсан, кăçал ку тĕслĕх 10-па танлашнă. "Çак цифра çителĕксĕр. Ялсенче алкоголь продукцийĕпе суту-илỹ тăвакансен шучĕ сахал мар, çавăнпа та йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрмалла", _ терĕ малалла Михаил Николаевич. Чакнисен шутĕнче обществăлла вырăнта (4 тĕслĕх сахалрах), ĕçлеменнисем (8), ушкăнпа (2), ỹсĕрле тунă (2), хĕрарăма мăшкăллассипе (1), ют пурлăха вăрлассипе (2 тĕслĕх сахалрах) çыхăннă преступленисем. Çав вăхăтрах обществăлла йĕркене сĕмсĕррĕн пăснă, хăратса çаратнă пĕр факт та пулман. Тунă преступленисене уçса парасси 90,2 процентпа танлашнă. Преступленисен шутне чакарас, халăха тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен хỹтĕлес тĕлĕшпе шалти ĕçсен пайĕ асăрхаттарупа профилактика ĕçне сахал мар пурнăçлать. Çак тĕллеве тĕпе хурса иртекен "Шырав", "Пасар", "Контрафакт", "Динамит-баланс", "Транспорт-гараж" операцисен пĕлтерĕшĕ пысăк. Кăçалхи çур çулта йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем административлă право йĕркине пăснă 2072 çынна тупса палăртнă. Çав шутран хулиганла пĕчĕк ĕçсем тунăшăн 59 çынна, суту-илỹ йĕркине пăснăшăн _ 76, обществăлла вырăнта ỹсĕр çỹренĕшĕн _ 432, çул-йĕр правилисене пăснăшăн _ 1190, спирт шĕвекĕпе суту-илỹ тунăшăн _ 10, çемьере харкашу пуçарнăшăн _ 35, ытти йĕркене пăснăшăн 270 çынна явап тыттарнă. Кашнинех пăшăрхантаракан тепĕр пулăм вăл _ çул çитменнисем тăвакан преступленисен шучĕ ỹсни. Иртнĕ çулхи 6 уйăхра çак тĕслĕхпе пĕр факт та регистрацилемен пулсан, кăçалхи 6 уйăхра 5 çамрăк киревсĕр çул çине тăнă. Çул-йĕр çинче пулса иртнĕ 10 аварире 4 çын вилни, 9-шĕ аманни водительсене тимлĕхе пĕр самант та çухатма юраманнине асăрхаттарать. Инкексен тĕп сăлтавĕ _ водительсем çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăснинче. Канашлăва М.Титов пĕтĕмлетрĕ. Обществăпа тачă çыхăнса ĕçлес, йĕркелĕхе çирĕплетес ĕçре тата та тăрăшса ĕçлемеллине палăртрĕ. Н.Муллин прокурор ял тăрăхĕсенче йĕркеленнĕ профилактика канашĕсен ĕç-хĕлне вăйлатмаллине асăнчĕ.
"Елчĕк Ен"