Поздравление главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем российской почты
Почта çыхăнăвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире професси уявĕпе - Раççей почта кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!
Юлашки çулсенче çыхăну отраслĕнче нумай улшăну пулса иртрĕ пулин те почта çыхăнăвĕ хăйĕн пĕлтерĕшне, хакне çухатмарĕ. Хальхи вăхăтра та вăл информаци çитерме пулăшакан чи шанчăклă мел шутланать. Паянхи кун та почтальона кашни килте ырă сунса кĕтеççĕ, паллакан почеркпа шăрçаланă çыруран хакли те урăх çук. Почта çыхăнăвĕн ĕçченĕн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Çынсене хаçат-журналпа, телеграмма-посылкăпа тивĕçтернисĕр пуçне эсир халăха электронлă техникăпа усă курма майсем туса паратăр, тата тĕрлĕ енлĕ пулăшу кỹретĕр.
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ĕçре çитĕнỹсем, ăнăçу сунатăп.
Елчĕк район пуçлăхĕ Н.П.Миллин.