Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăхăтпа туллин усă кураççĕ

Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче пикенсех утă, сенаж хатĕрлеççĕ. "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те ĕç тухăçлă, кал-кал пырать. Николай Романов тĕп агроном каланă тăрăх хĕл кунĕсенче фермăри выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма пурĕ 730 тонна сенаж, 600 тонна силос, 300 тонна утă хатĕрлемелле. "Умри тĕллевсене пурнăçлатпăрах", _ тет тĕп агроном. Ĕçре Леонид Усанов, Венедикт Денисов, Григорий Шуйков, Андрей Львов, Владимир Чернов механизаторсем пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ. Андрей Львов _ çамрăк, ял хуçалăх академийĕн студенчĕ, президент стипендиачĕ. Кăçал выльăх-чĕрлĕх апачĕ туса илме çанталăк кансĕрлет, кашни кун тенĕ пек çумăр çăвать. Апла пулин те Шăмалаксем çухалса каймаççĕ, уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. 


"Елчĕк Ен"
10 июля 2008
00:00
Поделиться