Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Турă панă пултарулăх "

Ах, судьба моя судьба, ты судьба, Ах, судьба моя, скажи, почему? Ах, судьба моя судьба, ты судьба, А ответа все никак не найду..." тесе янратать районти тĕп стадион сцени çине тухнă юрăçă. Таçта çитиех илтĕнеççĕ янăравлă та чĕрене çунтаракан тарăн шухăшлă сăмахсем. _ Ытла та илемлĕ, чуна хускатмалла юрлать-çке? Ăçтисем-ши ку артистка? Хăй чăваш тĕрĕллĕ илемлĕ çи-пуçпа, _ кăсăкланаççĕ "Раççей юррисем" фестиваль-марафона килнĕ хăнасем. Калаçса кайрăмăр та, Аслă Каçал тăрăхĕнчен иккен. Конферансье сăмахĕсене илтсе юлайман вĕсем. Халăх йышлă, шавлă. _ Пирĕн Кадышева вăл, _ хăпартланаççĕ Елчĕксем хăнасене илемлĕ юрă парнелекенпе паллаштарнă май. _ Турă сассине панă вара. Сайра тĕл пулакан сасă, _ сăмаха малалла тăсаççĕ юрă-кĕвĕ илемне ăнланакан кỹршĕсем. Фестиваль ертỹçи, Раççей халăх артистки Надежда Бабкина та Надежда Кадышева репертуарĕнчи "Ах, судьба моя" юрра шăрантарнă Лидия Траншкинăна ырламасăр иртеймен, ку сасăпа пысăк сцена çине тухмалла пулнине палăртнă вăл. Елчĕксем вара районти культура çуртĕнче ĕçлекен Лидия Траншкинăн пултарулăхĕпе вăтăр çула яхăн киленеççĕ. Районти концерт-фестивальсенче, конкурссенче хăйĕн янăравлă сассипе куракансен чĕрине тыткăнланă вăл. Елчĕксем çеç мар, района килнĕ сумлă хăнасем те Лидия Траншкинăн янăравлă юррисене итлесен чун-чĕри çĕкленнине пытарман. Калăпăр, районти ĕçлĕ тĕл пулусем хыççăн культ-работниксем хăнасене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Кун пек чухне те Л.Траншкина культработникăн юрлас ăсталăхĕ пысăккине палăртмасăр иртеймен. Кам илтмен пулĕ Лидия Васильевна шăрантарнă чăваш, вырăс халăх юррисене. Уйрăмах "Уçланкăри палан", "На Муромской дорожке" юрăсене куракансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илни, сцена çине тепĕр хут чĕнни куç умĕнчен каймасть. Кашни концертрах юрăçă хăйĕн сассипе залри халăха чĕртсе ярать, каçса кайса итлес килет вăл юрлакан юрăсене. Куракансем ун хыççăн юрлаççĕ, епле чăтса ларăн. Тепĕр чухне залра ларакансем куççулĕсене те пытараймаççĕ: кашни юррăн сăмахĕсем уçăмлă та витĕмлĕ тухаççĕ унăн. Чăн-чăн артистка. ... Лидия Траншкина теприсем пек мĕн ачаранах сцена çине тухатăп тесе те шухăшламан. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн тантăшĕсемпе Шупашкара тухса кайнă. Пир-авăр комбинатне ĕçе вырнаçнă. Унтан пĕрле кайнă ял хĕрĕсем каялла пăрахса килнĕ. Лида та вĕсенчен юлман. Ялта фермăна ĕçе кĕнĕ. Комсомолецсемпе çамрăксен бригадине ертсе пынă, чи маттур дояркăсен йышне кĕнĕ. Пултаруллă та çивĕч, харсăр дояркăна ял Совет депутатне суйланă. "Артистка" тесех чĕннĕ Лидăна фермăра. Ун чухне Чăваш радиопа паракан чылай юрра пĕлнĕ хĕр, ĕçленĕ май шăрантарнă çеç вĕсене. Хĕрĕн пултарулăхĕпе Елчĕке ĕçлеме килнĕ Л.И.Данилов (йывăр тăпри çăмăл пултăр) паллашнă, ăна вăл районти сцена çине илсе тухнă. Акатуйра "Кнопочки баянные" юрă юрланă Лида. Штапель тутăр парнеленĕ ăна. Тăватă çул фермăра тар тăкнă хыççăн каллех хулана çул тытнă. Хальхинче Чапаев ячĕллĕ завода ĕçлеме кĕнĕ Таяпа Энтри хĕрĕсем. Кунта та Лида шăп ларса ĕçлеме пултарайман, юрăсем ĕнĕрленĕ, каçхи шкулта вĕреннĕ. "Санăн культура училищине вĕренме каймалла. Турă епле хăватлă сасă панă сана", _ тенĕ аслă юлташĕсем хĕре. Çапла вара Лидия Траншкина Çĕрпỹри культура училищин дирижерпа хор уйрăмĕн студентки пулса тăрать. Виçĕ çул сисĕнмесĕрех хыçа юлать. Вĕреннĕ хушăрах тĕрлĕ фестивальсенче, смотр-конкурссенче призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ хĕре малалла вĕренме кайма сĕнеççĕ. Анчах Лида ĕçе кỹленме шутлать. Училище директорĕ панă направленипе Тăвай районĕнче хаваспах кĕтсе илеççĕ ăна. Çанă тавăрса ĕçлеме пуçлать çĕнĕ специалист. Тăвай халăхĕн культура канăвне интереслĕ йĕркелессишĕн тăрăшать, концертсенче хитре юрăсем шăрантарать. Пĕринче Тăвайне килнĕ тĕрлĕ районти хăнасен йышĕнче Елчĕксем те пулнă. Лидия Траншкина юрланине илтнĕ пуçлăх-хĕрарăм ентеше хамăр ене ĕçлеме чĕннĕ. Тăвайсем темле ярасшăн пулман пулин те Елчĕк çĕрĕ хăй патне кăчăк туртнă çав культура ĕçченне. 1981 çулхи чỹк уйăхĕнчен кунта вăй хурать Л.Траншкина. Тĕрлĕ должноçра вăй хучĕ. Уйрăмах вăл ертсе пынă "Пучах" агитбригада районта çеç мар, ун тулашĕнче те палăрчĕ. Унăн сăнĕ республика хаçачĕсенче çеç мар, "Сельская жизнь" хаçатра та пĕрре мар пичетленнĕ. Пултаруллă ĕçшĕн панă Хисеп грамотисем те йышлă унăн. Вăл йĕркеленĕ "Гимн красоты" конкурс камăн асĕнчен тухĕ тата. Чылай çул районти халăх театрне ертсе пырать. 14 спектакль лартнă вăл. Кашни спектакльти сăнара Чăваш академи драма театрĕн артистки Нина Яковлевăран кая мар калăплать. Талантлă çын пур енĕпе те талантлă çав. Ыт ахальтен мар Лидия Васильевнăна Шупашкарти юрăпа ташă ансамбльне те, ытти çĕре те чĕннĕ. Анчах ытарайми Елчĕк район кураканĕсенчен уйрăлайман. Вĕсен ăшшине, хисепне темрен те çỹлте тытать вăл. Паян Лидия Траншкинăн сумлă юбилей. Çак ятпа хастар культработника саламлакансем те йышлă пулĕç. Эпир те вĕсен çумне хутшăнатпăр, ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр.



"Елчĕк Ен"
10 июля 2008
00:00
Поделиться