Аçа çапса сиенленĕ
Утă уйăхĕ çумăрлă тăрать. Иртнĕ эрне кунхи аслатиллĕ çумăрта Кĕçĕн Таяпари Васильевсен хуралтисене аçа çапнă. Пушар машинисем килсе çитнĕрен вут-çулăма хытă алхасма паман, çапах çемье пысăк тăкак тỹснĕ. Калас пулать, иртнĕ çул аçа çапнипе Каркаларта та пĕр çурт çунса кĕлленнĕччĕ. Эрне кунхи аслатиллĕ çумăрта ялсенче телевизорсене юрăхсăра кăларнă тĕслĕхсем те чылай. Аслатиллĕ çумăрта çỹллĕ çĕрте ларакан çуртсенче пурăнакансен уйрăмах тимлĕ пулмалла. "Аçа çапасран сыхлакан хатĕрсем лартмаллах", _ пĕлтерет Елчĕкри пушар хурал пайĕн ертỹçи В.Михайлов. Кăçал районта 8 пушар алхаснă, иртнĕ çулхи çак тапхăрта 15 тĕслĕх пулнă. Çулла уйрăмах "хĕрлĕ автанран" асăрхануллă пулмалла.
"Елчĕк Ен"