Паха апатран _ паха продукци
"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма кашни çул пахалăхлă апат çителĕклĕ хывса хăвараççĕ, витесенчи микроклимата тивĕçлĕ шайра тытса пыраççĕ. Çакă тỹрремĕнех производство кăтартăвĕсем çинче палăрать. Кăçалхи 6 уйăхри ĕçе пĕтĕмлетес пулсан та, ял хуçалăх предприятийĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, пĕтĕмĕшле сĕт туса илессине 37 процент, ăна кашни ĕнерен сăвассине 239 килограмм ỹстернĕ. Çапла майпа çак тапхăрта фермăри кашни ĕне 3376 килограмм сĕт антарнă. Пытармалли çук, хăш-пĕр вăхăтра сĕт хакĕ палăрмаллах йỹнелсе те каять. Пахалăхлă продукци хăйĕн хакне нихăçан та çухатманнине çак çулсенче лайăх ăнланакан пулса çитнĕ хуçалăхра вара пĕрре суйласа илнĕ çул-йĕртен пăрăнмаççĕ. Çавна май лару-тăрăва пăхмасăр сĕт туса илесси çине çулран-çул пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ĕне выльăхсен хисепне ỹстерсех пыраççĕ. Çак вăхăтра иртнĕ çул 210 ĕне сунă пулсан, кăçал 270 ĕне. Вĕсене тăрантарма çирĕп апат никĕсĕ хывса хăвараççĕ. Хальхинче те, кулленхи ĕçе кирлĕ пек, пĕлсе йĕркеленĕрен пĕрремĕш комплекслă бригадăра 5 кун хушшинче 10000 центнер кĕрекен траншейăна сенажпа тултарма ĕлкĕрчĕç. Ăна закваскăпа усă курса хатĕрленĕ. Çывăх вăхăтрах иккĕмĕш траншея та паха апатпа тулмалла. Çак вăхăт тĕлне кунта 3000 тонна хатĕрленĕ. Сенажа тиенĕ чухнех ятарлă установкăпа усă курса закваска хутăштарнă. Траншейăна тултарнă хыççăнах пысăк кустăрмаллă тракторпа сенажа лайăх пусăрăнтарнă, çийĕнчех пленкăпа хупланă. Паллах, кĕске вăхăтра хатĕрленĕ апатăн пахалăхĕ те пысăк пуласси каламасăрах паллă. Ун хыççăнах, вăхăта сая ямасăр, виççĕмĕш комплекслă бригадăра çак мелпе усă курса сенаж хатĕрлес ĕç малалла тăсăлнă. Маларах, выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçăниччен, çуллахи лагерьте ĕçе пикенчĕç. Тĕрĕссипе, иртнĕ çул та кунта пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçланăччĕ. Кăçал вара çуллахи вăхăтра ĕне сумалли площадкăна тата меллĕрех туса хатĕрлерĕç.
"Елчĕк Ен"