Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Саккуна пăхăнса ĕçлеменни хака ларать

 Район прокуратури шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе, район администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕпе (эколог), районти ветеринари станцийĕн ĕçченĕсемпе пĕрле район территорийĕнчи выльăх масарĕсене йĕркелесе тытса тăрас тата биологилле каяшсене ĕçе кĕртес тĕлĕшĕпе законодательствăна мĕнле пăхăнса ĕçленине тĕрĕсленĕ. Районти 9 ял тăрăхĕн территорийĕнче пурĕ 28 выльăх масарĕ шутланать. Выльăх масарĕсенчи тирпейлĕхшĕн, санитари тĕлĕшĕнчи йĕркелĕхшĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, вырăнсенчи организацисен ертỹçисем яваплă пулса тăраççĕ. Хальхи вăхăтра выльăх масарĕсене пурне те хупнă. Юлашки хут вĕсенче 2001 çулта выльăх пытарнă. 3 выльăх масарĕнче 1963, 1964, 1969 çулсенче Елчĕкре, Элекçей Тимешĕнче, Аслă Елчĕкре çĕпĕр чирĕпе чирлĕ выльăхсене çунтарнă хыççăн пытарнă. Выльăх масарĕсене районти ветеринари станцийĕ тĕрĕслесе тăрать. Апла пулин те черетлĕ тĕрĕслев вăхăтĕнче (Раççей Федерацийĕн патшалăхăн тĕп ветеринари инспекторĕ 1995 çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче (№ 13-7-2Ỹ469) çирĕплетнине) выльăх масарĕсем ветеринарипе санитари йĕрки ыйтнине тивĕçтерменнине, биологилле каяшсене ĕçе кĕртес тĕлĕшпе çитменлĕхсем пуррине тупса палăртнă. 17 выльăх масарĕнче (вĕсенчен иккĕшĕнче _ Елчĕкре тата Аслă Елчĕкре _ çĕпĕр чирĕпе чирлесе вилнĕ выльăхсене пытарнă) ветеринарипе санитари йĕркисене тивĕçтерекен карта тытмалла. 14 выльăх масарĕнче траншейăсене шал енчен йĕри-тавра чавса тухман, 15-шĕнче "Выльăх масарĕ" тесе çырса хунă ятарлă паллăсем пулман. 2007 çулта ветеринари станцийĕн районти специалисчĕсем мĕнпур выльăх масарне тĕрĕслесе тухнă, кăçалхи пĕрлехи тĕрĕслевччен те нумайăшне çитсе курнă. Апла пулин те Раççей Федерацийĕн "Ветеринари çинчен" Саккунĕн 9-мĕш статйине, Чăваш Республикин "Ветеринари çинчен" Саккунĕн 9-мĕш статйине, çỹлерех асăннă йĕркесене районти ветеринари станцийĕ кирлĕ пек пурнăçламанни çинчен пĕтĕмлетнĕ. 2007 çулта районти ветеринари станцийĕ асăннă фактсемпе килĕшỹллĕн 3 çынна административлă майпа айăпланă, анчах ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе предприятисен ертỹçисем çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленине тĕрĕслесе тăман. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх район прокуратури районти ветеринари станцийĕн начальникĕн ячĕпе палăртнă çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе представлени тăратнă. Ветеринарипе санитари йĕркисене пăхăнманшăн Çирĕклĕ Шăхаль, Тăрăм, Курнавăш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ячĕпе, районти ветеринари станцийĕ Раççей Федерацийĕн административлă право кодексĕн йĕркине пăсни çинчен 10.6 статйипе килĕшỹллĕн ĕç пуçарнă, айăплисене штраф тỹлеттернĕ. Çавăн пекех район прокуратури Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ячĕпе Раççей Федерацийĕн Административлă право кодексĕн йĕркине пăсни çинчен 10.6 статйипе ĕç пуçарнă. Елчĕк, Аслă Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа тата Лаш Таяпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, районти предприятисен 17 ертỹçи тĕлĕшĕпе законодательство ыйтнине пăхăнманшăн 21 представлени çырнă. Елчĕк, Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Курнавăш тата Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен администрацийĕсем выльăх масарĕсене ветеринарипе санитари тĕлĕшĕнчен йĕркене кĕртес тĕлĕшпе япăх ĕçленĕ пирки суда заявлени тăратнă. Сăмах май, районта пурăнакансене, предприятисен ертỹçисене çакăн пирки асăрхаттарса калатпăр, вилнĕ выльăх-чĕрлĕхе виле пухакан вăхăтлăх пунктсенче хупă тимĕр савăтсенче пухаççĕ, ун хыççăн вĕсене ятарлă автомашинăпа Çĕрпỹри шăмă çăнăхĕ туса хатĕрлекен завода леçеççĕ. Биологилле каяшсене тасатнă, турттарнă, ĕçлесе хатĕрленĕ чухне ветеринари законодательствине пăхăнмасан 20 пин тенкĕ таран штраф тỹлемелле.


"Елчĕк Ен"
30 июня 2008
00:00
Поделиться