Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Халăха - продукци, завода - тупăш

"Елчĕкри сыр туса кăларакан завод" ОАОра нумаях пулмасть тĕрлĕ виçене пайласа чĕркенĕ услам çу, хăйма, тăпăрчă туса кăларакан çĕнĕ линисем ĕçлеме пуçланă, сыра вакуумлă упаковкăсене чĕркесе тавар туянакансем патне çитереççĕ. Кефира, сĕте вырăнта пакетласа реализацилессине унчченех ĕçе кĕртнĕ. "Рынок саманинче таварсен ассортиментне çĕнетсе пымасăр малалла аталанаймăн", _ тет Александр Иванов ĕç тăвакан директор. Александр Анатольевич тĕрĕс шухăшлать, паян, конкуренци вăйлă аталаннă вăхăтра, япăх пахалăхлă апат-çимĕç продукчĕ никама та кирлĕ мар. Унсăр пуçне, тавар сăн-сăпачĕ туянаканшăн илемлĕ, куçа курăнмалла пулни те пĕлтерĕшлĕ. Елчĕкри сыр туса кăларакан заводра тăрăшакансем хăйсен кулленхи ĕçĕнче çак тĕллевсене асра тытса, тĕпе хурса тимлеççĕ те. Хальхи вăхăтра завод куллен 15 тонна ытла сĕт йышăнать, ăна ĕçлесе хатĕрлет. Çỹлерех асăннă çĕнĕ мелпе туса кăларакан продукцие ушкăнпа туянакан яланхи шанчăклă клиентсем пур. Тĕрлĕ йышши продукцие ытларах Шупашкара, Ульяновска сутаççĕ. Ел-чĕкри предпринимательсем те тавар туянакансем ытларах вырăнти сĕт-çу продукчĕсене кăмăлланине, унăн пахалăхĕ те тивĕçтермелле пулнине туйса илчĕç. Çавна май вĕсем пĕрин хыççăн тепри кунтан пакетланă хăйма, сĕт, сыр-чăкăт ушкăнпа туянма заводпа килĕшỹсем тăваççĕ. Вырăнта туса кăларакан продукцин хакĕ те, аякран кỹрсе килнисемпе танлаштарсан, палăрмаллах йỹнĕ. Çавна май халăх ыйтакан, хапăлласа туянакан сĕт-çу продукчĕсене туса кăларнинчен заводăн малашне тупăшĕ ытларах пуласса шанма пулать. Кунта 48 çын яланлăх ĕç вырăнĕ тупнă. Коллективри кашни ĕçчен заводăн малашлăхĕшĕн хăйĕн тỹпине хывать. Предприятире тăрăшакансен хальхи вăхăтра шалăвĕ те пĕчĕк мар. Малашне те производствăна кирлĕ шайра йĕркелесе пыни тупăшлăха тытса тăма, çавна май рабочисемпе специалистсен ĕç укçине тата ỹстерме пулăшĕ. Çак вăхăтчен мĕн тунипе анчах лăпланса ларни тĕрĕс те пулман пулĕччĕ. Производствăра кашни кун тĕл пулакан йывăрлăхсене пăхмасăр, завод дирекцийĕ малашне сыр тумалли технологие тĕпрен улăштармаллине палăртать. Кăçалах, çулталăк вĕçлениччен, адыгейский сыр, брынза тумалли çĕнĕ линие ĕçе яма çирĕп тĕллев лартнă...


"Елчĕк Ен"
30 июня 2008
00:00
Поделиться