Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кун пек пурăнни килĕшỹсĕр

Юн кун район пуçлăхĕ Н.Миллин ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Унта иртнĕ эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашне пурнăçламалли ĕçсене палăртнă. Экологи, тирпей-илем кĕртес ыйтусене район администрацийĕнчи канашлусенче час-часах хускатаççĕ. Район пуçлăхĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, предприятисемпе организацисен ертỹçисене ку енĕпе халăхпа ĕçлемелли, çитменлĕхсене асăрхамалли, вĕсене вăхăтра пĕтермелли çинчен тăтăш аса илтерет. Çакăн усси пур, анчах çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе йышăннă законодательствăна пăснă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ-ха. Вĕсенчен пĕри _ Елчĕк ял тăрăхне кĕрекен Хурăнвар территорине канма пыракансен сĕмсĕрлĕхĕ. Тахçантанпа тарăн çырма пулнă вырăна пĕр 20 çул каялла "Прогресс" колхоз пĕвеленĕ, пулăсем ĕрчетнĕ, йывăçсем лартса хăварнă. Çулсем иртнĕçемĕн ку тăрăх чи лайăх кану вырăнĕсенчен пĕри пулса тăнă. Анчах канма килекенсем хыççăн тĕрлĕ ăпăр-тапăр выртса юлать, кăвайт чĕртме йывăçсене йăвантараççĕ тата ытти те. Кашни çулах çавăн пек ỹкерчĕк. Канашлура санитари йĕркисене пăснă ỹкерчĕксене мультимедийлă проектор пулăшнипе кăтартрĕç. Вĕсенчен иккĕшне вулакансене паллаштарма пичетлетпĕр. Плотинана тĕрĕс-тĕкел тытса тăрасси тивĕçлĕ шайра пулманни те курăнчĕ канашлура кăтарнă ỹкерчĕксен кадрĕсенче. Плотинана çирĕплетме хунă плитасем курăкпа витĕннĕ, унта та кунта çамрăк хунавсем шăтса тухнă. Шыв шахти умĕнчи йывăçсем пăчкăпа касмаллах ỹссе кайнă. Йывăçсен тымарĕсем, сăрхăнакан шыв майĕпен-майĕпен тимĕр бетона сиенлеççĕ. Çакнашкал çитменлĕхсене пула плотинана татса кайнă тĕслĕхсем районта пĕрре çеç мар пулнă. Хурăнвар тăрăхне нумай пулмасть çỹп-çапран тасатнă. Малалла вăл таса та тирпейлĕ тăрасса кам шантарса калĕ? Районти ытти ялсенче те кану вырăнĕсем чылай. Пур çĕрте те канма пыракансем хăйсем хыççăн пуçтарманнине курма пулать. Район пуçлăхĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тавралăха сиен кỹрекенсене тупса палăртмаллине, вĕсене саккун хушнă пек явап тыттармаллине хытарса каларĕ. Мĕншĕн тесен хăйсен территорийĕсенчи экологи лару-тăрăвĕшĕн тỹрремĕнех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем яваплă пулса тăраççĕ. Техника инвентаризацийĕн бюровĕн директорĕ А.Теллин уйрăм çынсен, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсен çурт-йĕрĕсене техника инвентаризацийĕ тăвас ĕç мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ. Юлашки уйăхсенче коллектив пысăк ĕç туса ирттернĕ. Анчах уйрăм хуçалăхсен хуçисем паллă мар пирки районĕпе 770 çурт-йĕре виçме май çук. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсенче те 39 объект юлнă. Пурнăçланă ĕçшĕн предприятисемпе организацисем, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем вăхăтра укçа тỹлемеççĕ. Вĕсен йышĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă производство предприятийĕ, сыр туса кăларакан завод, Ленин ячĕллĕ, "Победа" ЯХПКсем тата ыттисем. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина ял хуçалăх отраслĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Халĕ _ выльăх апачĕ хатĕрлемелли чи лайăх тапхăр. Канашлу кунĕ умĕн районĕпе 220 гектар нумай çул ỹсекен курăксене çулнă, 450 тонна утă, 2277 тонна сенаж хатĕрленĕ. Çак ĕçе "Кушелга", "Таяпинка" хуçалăхсемсĕр пуçне ыттисенче тытăннă. Выльăх апачĕ хатĕрлесси "Комбайнра" уйрăмах лайăх пырать. Ял хуçалăх çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе "Кушелга", Ленин ячĕллĕ, "Таяпинка" хуçалăхсем япăх ĕçлеççĕ. Ытти хуçалăхсем кĕрхи культурăсем акмалли лаптăксене иккĕмĕш тата виççĕмĕш хут ĕçлесе хатĕрлеççĕ. Н.Ильина ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче лаша спорчĕпе спорт ăмăртăвĕсем ирттерме пулăшнă спонсорсене тав турĕ. Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал вăл предпринимательлĕхе аталантармалли программăна пурнăçлас тĕлĕшпе республикăри конкурсра çĕнтернĕ, 150 пин тенкĕ премие тивĕçнĕ. Канашлура район пуçлăхĕ Н.Миллин экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникне Л.Дмитриевăна Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата суту-илỹ министерствин дипломне пачĕ. Выльăх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ А.Скворцов выльăх масарĕсене тытса тăрассипе районта мĕнле ĕçлени, районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан И.Бобров криминаллă лару-тăру çинче чарăнса тăчĕç.



"Елчĕк Ен"
28 июня 2008
00:00
Поделиться