Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕр-пĕрне хисеплесен, юратсан

 
Чăваш Тăрăмĕнчи Малтикасра пурăнакан Антоновсен умне илемлĕ те янкăр кун çăмăл машинăсем пĕрин хыççăн тепри çитсе чарăнчĕç. _ Валерипе Марийăн ачисем мĕн пĕчĕкрен лайăх воспитани илсе, ĕçе вĕренсе ỹсрĕç те, халĕ ашшĕ-амăшĕн çирĕп тĕрекĕ пулса тăчĕç. Чăннипех те мухтанмалăх пур вĕсен хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе, _ тесе сăмахлаççĕ пĕр урамра пурăнакансем. Туслă пурăнакан касра яланах кỹршĕ-аршăн савăнăçне те, йывăрлăхне те пĕрле пайлаççĕ. Ашшĕпе амăшне ăшшăн çупăрласа илнĕ май пухăннă ял-йыша та пуç тайса сывлăх сунаççĕ Антоновсен ачисем. Ыттисем пек мăн кăмăллă мар, яланах уçă калаçаççĕ, çынпа тарават. Час-часах килсе çỹреймеççĕ ывăлĕсемпе хĕрĕ. Çапах та ашшĕпе амăшне манмаççĕ: пысăк уявсене тата ушкăнпа кар тăрса вăй хумалли ĕçсене пурнăçлама çитеççех. Ашшĕпе амăшĕн сывлăхĕпе вара кулленех телефонпа интересленсе тăраççĕ. _ Атте-анне сассине илтмесен чуна тем çитместех, _ теççĕ вĕсем пĕр шухăшлăн. _ Вĕсен умĕнче пысăк парăмра эпир. Атте-анне пилĕпе вĕренсе Мускав хулинче йăва çавăртăмăр та. Виçĕ ача çуратса ỹстернĕ Антоновсем. Валерий Петровичпа Мария Александровна пĕр ялтах çуралса ỹснĕ, пĕр класра вĕреннĕ. Шкулта чухнех ăшă куçсемпе пăхнă вĕсем пĕр-пĕрин çине. Вăтам шкул пĕтерсенех каччă салтак ретне тăнă, хĕр хулана вĕренме тухса кайнă. Çар службинчен йĕкĕт яла таврăннă. Çăмăл килмен Валерин ачалăхĕ, яшлăхĕ, 7 çулта чухне амăшĕсĕр тăрса юлнă. Пĕр тăвансем те çук. Çывăх тăван-пĕлĕшсĕр пурăнма çав тери йывăррине лайăх чухланă каччă. Пĕтĕм çĕрте пĕччен: стройка ĕçĕпе аппаланмалла _ йышсăр нимĕн те ỹсĕнмест. Ватă асламăшĕ çĕр улми кăларма тухать-ха, анчах мăнукĕ пĕртен-пĕр çывăх çыннине нушалантарасшăн мар-çке. Ирĕксĕрех пĕччен пурнăçлать. Салтак тумне хывнă хыççăн тăхăр кун иртсенех тăван колхоза ĕçе тухнă вăл. Вăхăт иртнĕçемĕн çемье çавăрма тĕв тытнă. Пĕччен пурнăç пур- нăç-и вăл йĕкĕтшĕн? Тăван яла нимĕнпе те улăштарайман, кунти сывлăшсăр пурăнма та пултарайман Валери юлташĕсем хулана пĕрле тухса кайма чĕнсен те пыман. Тĕп кил вырăнне хупах-вĕлтĕрен ỹстерме çуралман вăл. Хăй вăй парса ĕçлесе, сăпайлă та харсăр, кăмăллă хĕрпе çемье çавăрса Антоновсен йăхне малалла тăсма ĕмĕтленнĕ каччă. Хуларан яла килмессерен çепĕç чĕлхеллĕ, ĕçчен, хура куçсемпе ăшшăн пăхса калаçакан Марийăна пăхса ытарайман Валери. Шкултах пуçланнă çирĕп туслăх каярахпа юратăва куçнă. Пĕр-пĕрне чунтан савакан чĕресем пĕрлешсен çĕнĕ пурнăçшăн ăнтăлнă. Халĕ ĕнтĕ Валери пĕччен мар, хурăнташ-тăвансем йышлă, мăшăрĕпе пĕр тăвансене пĕр варта ỹснĕ пекех хисеплет. Çулсем иртнĕ. Валерий Петрович мĕн паянхи кунччен тăван хуçалăхра вăй хурать. Канашра водитель профессине алла илнĕ хыççăн руль умĕнчен анман вăл. Автобуспа та ĕçлерĕ, самосвалпа та тĕрлĕ грузсем турттарчĕ. Хуçалăх паракан укçи-тенкĕ пĕчĕк пулсан та ялтан каймасть вăл. _ Ялта шоферсем çук. Эпĕ те тухса кайсан камах ĕçлĕ хамăр хуçалăхра? Çуралса ỹснĕ çĕрĕм-шывăма нимĕнпе те улăштармастăп. Мускавра тарçă пуличчен çĕр çинчех тар тăкатăп. Укçа ĕçлесе илмелли майсем кунта та пур. Ỹркенмелле çеç мар, _ тет Валерий Петрович. Мария Александровна та мăшăрĕн сăмахĕпе килĕшет. Чăн та, ялта ĕç укçи нумай тыттармаççĕ. Упăшкисем калыма кайсан арăмĕсем "иртĕнме" пăхни те вăрттăнлăх мар. Уйăхĕ-уйăхĕпе пĕр канăçсăр ĕçлесе илсе килнĕ укçана ялта эрех ĕçсе пĕтернинчен мĕн усси? Ыт ахальтен каламан пуль ваттисем: "Сахалли те çитет, ытлашши те пĕтет" тесе. Типтерлĕ хуçасем вĕсем. Пус çумне пус хушсах пыраççĕ. Хуçалăхра тар тăкакан водительпе сĕт пуçтаракан (Мария Александровна ял çыннисенчен сĕт пуçтарать, сутуçăра ĕçлет) хăтлă пурăнаççĕ. Хуçалăх паракан тырри-пуллипе выльăх-чĕрлĕхне йышлă усраççĕ. Чăннипех те пушă ларма вăхăт çук вĕсен. Çапах та хăйсен пурнăçне ялпа çыхăнтарнăшăн пĕрре те ỹкĕнмеççĕ. Пурнăç саккунĕнчен иртеймĕн: малтан ачи-пăчине ашшĕ-амăшĕн ура çине тăратмалла, аслă пĕлỹ илсе çын тумалла, каярахпа тĕпренчĕкĕсен пурнăç панă çынсене пулăшмалла. Ачисен ăш пиллĕхне туяççĕ Валерипе Мария. Камăн ывăл-хĕрĕ ашшĕпе амăшне çăмăл машина парнеленĕ? Сахал пулĕ. Антоновсем вара ĕçпе район центрне е ытти çĕре часах кайса килеççĕ. Çул нушине ăнланса ỹснĕ ĕнтĕ вĕсен ачисем. Çавăнпа мĕн парнелемеллине те чухланă. Радикпа Саша салтак пăтти çисе пурнăç тути-масине ăнланнă. Аслă ывăлĕ Чăваш ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухсан çĕршывăн тĕп хулине ĕçе вырнаçрĕ. Каярахпа Лена йăмăкĕ те унта çул хыврĕ. Юрист профессине алла илнĕскер, Мускавра Перекет банкĕнче ĕçлет. Çуркунне çеç çар хĕсметĕнчен килнĕ Сашăн ĕмĕчĕсем те çунатлă. Пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса пурăнакан Антоновсем ял çинче пысăк хисепре. Ывăлĕсемпе хĕрĕ те чыс-сума ан ỹкерччĕр, телейлĕ пурăнччăр тесе пиллеççĕ вĕсем.

 


"Елчĕк Ен"
27 июня 2008
00:00
Поделиться