Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Поздравление главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем Республики

Хисеплĕ Елчĕк районĕн çыннисем!
          Сире чĕререн Республика Кунĕ ячĕпе саламлатăп! Пирĕн республика çĕршывăн экономикăпа культура аталанăвĕнче паллă вырăн йышăнать. Паянхи Чăваш ен пурнăç уттипе пырать, малалла аталанса чылай регионшăн тĕслĕх вырăнĕнче шутланать. Çакăнта республикăра ĕçлесе пурăнакан халăхăн, пиртен кашнийĕн тỹпи пур. Тăван çĕршыва юратни, унăн малашлăхне шанни, пурнăçа паянхинчен лайăхрас тăвас тесе тăрăшни Чăваш ене пуянрах, малта ĕлкĕрсе пыракан, мĕнпур енĕпе аталаннă республика тума май парать. Шансах тăратăп, районăн тăрăшуллă, ĕçчен те мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă çыннисем палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пулăшса пырĕç.
        Уяв ячĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх, тăнăç пурнăç, мĕнпур ырă ĕçре çитĕнỹсем, ăнăçу, телей сунатăп.
 
                        Елчĕк район пуçлăхĕ           Н. П. Миллин


21 июня 2008
00:00
Поделиться