Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Надежда Бабкина _ Елчĕкре

Виçĕм кун Елчĕке Раççей халăх артистки Надежда Бабкина тата вăл ертсе пыракан "Русская песня" ансамбль, вĕсемпе пĕрле çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенчи халăх ансамблĕсем килсе çитрĕç. Çĕршывĕпе паллă артисткăна район пуçлăхĕ Николай Миллин Елчĕкри Арбатра кĕтсе илчĕ. Каçхине "Раççей юррисем" фестиваль-марафон программипе район центрĕнче пысăк концерт иртрĕ. Елчĕкри тĕп стадиона çакăн чухлĕ халăх пуçтарăнни халиччен пулманччĕ те пулĕ. Раççей халăх артисткине, вăл ертсе пыракан ансамбле курма, юрри-вăййине итлеме хамăр районта пурăнакансем çеç мар, кỹршĕллĕ районсен çыннисем те килнĕ. Елчĕкри концерта Надежда Бабкина уçрĕ. Вăл фестиваль-марафон тĕллевĕ çинчен каласа пачĕ. "Раççейре тĕрлĕ халăх пурăнать. Вĕсен кашнийĕн юрри-ташши расна. Анчах халăхсене культура çыхăнтарать. Çакăн пек акцисем ирттерсе эпир пĕр-пĕринпе татах çывăхланатпăр", _ терĕ вăл. Елчĕк ялĕ çийĕн Надежда Бабкинан уçă та янăравлă юрри ян каять. Курма килнĕ халăх Надежда Бабкина ертсе пыракан "Русская песня", "Русская песня _ ХХI век" ансамбльсен, Краснодар крайĕнчи "Криница", Çурçĕр Осетири "Алания", Саха-Якутири "Таймада" фольклор коллективĕсен ансамблĕсен, Бурят Республикинчи "Байкал" патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн, Екатерина Бродская тата Андрей Хокловский артистсен, "Живая планета", "После 11" пултарулăх ушкăнĕсен, Владикавказ юрăçисен Нина Гочеван, Э.Тикуеван, "Ритмы гор" дуолистсен (Владикавказ) пултарулăхне тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Надежда Бабкина проекчĕпе йĕркеленĕ фестиваль-марафона Елчĕк районĕнчи, Шупашкартан килнĕ артистсем те хутшăнчĕç. Халăх артистки каланă тăрăх, фестиваль-марафон халăх пултарулăхĕн таланчĕсене тупса палăртасси те пулса тăрать. Сцена çине хăнасемпе пĕрлех "Çеçпĕл" ансамбль (Шупашкар), А.Воробьева ертсе пыракан "Мерчен" ансамбль, вырăнти артистсем Н.Малышкинпа И.Шурбин, Л.Траншкина, З.Князева, К.Федотов тата ыттисем хăпарчĕç, пултарулăхне кăтартрĕç. Юрă-кĕвĕ уявне Раççей халăх артистки хăйĕн халăхра сарăлнă юррисемпе вĕçлерĕ. Надежда Бабкина сцена çинчен куракансем патне анса юрларĕ. Куçа курăнман пултарулăх стадиона пухăннă çынсен чĕрисене кĕрсе вырнаçрĕ. Курма пынисен пĕр ушкăнĕ артисткăпа пĕрле юрларĕ, ташларĕ. Çакă çынсен асĕнче нумайлăха юлĕ. Концерт вĕçленнĕ хыççăн район пуçлăхĕ Николай Миллин Надежда Бабкинана, ытти пултарулăх коллективĕсене Елчĕксене пысăк савăнăç кỹнĕшĕн тав турĕ.


"Елчĕк Ен"
21 июня 2008
00:00
Поделиться