Курнавăш чиркĕвĕнче çĕнĕ настоятель
Шупашкар тата Чăваш епархийĕн митрополичĕн Варнаван хушăвĕпе Курнавăшри Христос чĕрĕлсе тăнин чиркĕвĕн настоятелĕ пулма Анатолий Емельянов протоиерее çирĕплетнĕ. Унччен вăл Тăвай районĕнчи Тушкилти апостолпа пĕр тан святой Владимир князь тата Тăрмăшри святой Николай чиркĕвĕсен настоятелĕ пулса ĕçленĕ.
"Елчĕк Ен"