Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

В.П.СКВОРЦОВ: "Хоккеистсене çулла та пăртан уйăрас килмест"

2008 çул _ республикăра Ырă ĕçсен çулталăкĕ. Çакна асра тытса "Яльчикская" çул-йĕр тăвакан куçса çỹрекен механизациленĕ колонна ертỹçи Владимир Петрович Скворцов çын хистенипе мар, чунĕ хушнипе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çул çине тăма пулăшас тĕллевпе пуçару тунине пурте пĕлме тивĕçлĕ. Вăл районти ăста, пултаруллă çамрăксене шыраса тупса хоккеистсен çирĕп командине йĕркелесе яма тĕв тытнă. Çак вăййа кăмăллакансем хĕлле анчах мар, çуллахи вăхăтра та Владимир Скворцов пулăшса пынипе Пăва хулинчи Пăр керменне тăтăшах хоккейла выляма çỹреççĕ, хăйсен спортри ăсталăхĕпе пултарулăхне туптаççĕ. Куçса çỹрекен механизациленĕ колонна ертỹçи вăхăтĕнче хăй те ăста спортсмен пулнă, çамрăксем хушшинче тĕслĕх кăтартнă. Районти Акатуйра тутар-пушкăрт меслечĕпе чи лайăх кĕрешекенсенчен пĕри шутланнă. _ Спорта юратакансене хисеплетĕп, çавна май районти тĕрлĕ ăмăртусене ирттернĕ çĕре хутшăнма, май пур таран укçа-тенкĕпе пулăшма, хавхалантарма тăрăшатăп. Хоккеистсене вара çулла та пăртан уйăрас килмест, _ тет вăл. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Вениамин Кудряшов Владимир Скворцовăн ырă пуçарăвĕ малашне районти ытти ырă çынсен шухăш-кăмăлĕсенче те палăрасса шанса тăрать. Мĕншĕн тесен халĕ тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсене йĕркелесе ирттересси пысăк тăкаксемпе çыхăннине шута илес пулсан, спонсорсен пулăшăвĕсĕр ниепле те ĕç кăларса пĕтерес çук. Çав вăхăтрах сывă пурнăç йĕркипе, спортпа туслă пулнин пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Мĕн чухлĕ асăрхаман пулĕ, спортпа туслă çамрăксем пурнăçра та, ĕçре те çирĕп, яланах малта пыраççĕ. Спорт çынсене пĕр-пĕринпе çывăхлатать. ...Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче палăрнă Патреккел, Тĕмер, каярахпа йĕркеленнĕ Аслă Елчĕк, Лаш Таяпа, Тăрмăш ялĕсенчи хоккей командисем район, республика шайĕнче иртекен ăмăртусене пысăк хастарлăхпа хутшăннă. Районти пĕрлештернĕ команда темиçе хутчен те республикăра çĕнтерỹçĕ пулнă. Çапла майпа пирĕн районти хоккей команди республикăра иртекен пĕрремĕш ушкăнра вылякан командăсен ретне тăнă. Ăста хоккеистсен йышĕнче Виталий Афанасьев, Виталий Орехов, Валерий Афанасьев (Аслă Елчĕк), Владимир Кучаков (Тăрмăш), Юрий Петров, Николай Добронравов, Борис Клементьев (Патреккел) пулнă. Çак пархатарлă ĕçре ун чухне районти спорт комитетне ертсе пынă Олег Пупинăн тỹпи те пысăк. Юлашки 10 çул хушшинче тĕрлĕ сăлтавсене пула хоккей командисем саланса пĕтрĕç. Район пуçлăхĕ Н.Миллин çине тăнипе иртнĕ çул Елчĕкре тата Аслă Елчĕкре хоккейла вылямалли площадкăсем хута кайрĕç. Çапла майпа Елчĕкре хоккей командине физкультура учителĕ Владимир Кучаков йĕркелесе ячĕ. Аслă Елчĕкре хоккейла вылямалли площадкăна хута ярассишĕн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, вăл хăй те ăста хоккеист, нумай вăй хунă. Ушкăнра вылякансене пурне те хоккеистсен тумтирĕпе тивĕçтернĕ. Вĕсене туянма Аслă Елчĕксене "Чувашрегионгаз" ОООн генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.С.Мифтахутдинов пысăк пулăшу кỹнĕ. "Яльчикская" çул-йĕр тăвакан куçса çỹрекен механизациленĕ колонна ертỹçи Владимир Скворцов вара хăйĕн тăван ялĕнчи, Патреккелĕнчи хоккейла вылямалли лаптăка çĕнетсе анлăлатма пулăшнă. Çак вăййа юратакансен тата пулăшакансен шучĕпе тепĕр 3-4 çултан хоккеистсен районти пĕрлештернĕ командине йĕркелесе яма та май пулĕ. "Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра хоккей вăййине юратса вылякан çамрăксем йышлă пулни, чăннипех, хавхалану кỹрет", _ тет хоккей ветеранĕ Виталий Орехов. Çамрăксем вара аслă юлташĕсен ырă тĕслĕхне курса вĕренсе пыраççĕ...


"Елчĕк Ен"
19 июня 2008
00:00
Поделиться