Хаклă вăхăтпа туллин усă куратпăр
Выльăх-чĕрлĕхрен кирлĕ таран продукци туса илесси чи малтан апатран, вăл мĕнле пахалăхлă пулнинчен килет. Çакна иртнĕ çулхи тĕслĕхрен те курса ĕнентĕмĕр. Нумай çул тата пĕр çул ỹсекен курăксенчен кирлĕ таран пахалăхлă утă, сенаж хатĕрлесе хăварма пултарнăран продукци туса илессин кăтăртăвĕсем çулталăк тăршшĕпех пысăк пулчĕç. Нумай çул ỹсекен козлятника вара çу каçипе виçĕ хутчен çултăмăр, çавна май унăн хисепĕ те нумай пулчĕ. Пахалăхĕ те çын тĕлĕнсе тăмалла лайăх. Вăл ĕне выльăхсене кĕркуннерен пуçласа çак вăхăтченех умран юличчен тăрантармалăх çитрĕ. Малтанхипе танлаштарсан, çак тапхăрта сĕт туса илесси 2 хут ытла ỹсрĕ. Кăçал та 5 уйăхрах кашни ĕнерен 2986 килограмм сĕт сума ĕлкĕртĕмĕр. Халĕ хаклă вăхăтăн кашни саманчĕпе тухăçлă усă курма кирлине ăнланатпăр. Хуçалăхри механизаторсем çанталăк условийĕсемпе усă курса кĕске вăхăтра пахалăхлă утă хывса хăварассишĕн хăйсене шаннă ĕç вырăнĕсенче тимлеççĕ. Юрий Петров механизатор 3 кунра 100 гектар ытла лаптăкри нумай çул ỹсекен курăксене çулса паккуссене кушăхтарма хыврĕ. Уяв кунĕсенчи пуçа çĕклеме çук шăрăх çанталăк çулса пăрахнă курăка тата хăвăртрах типме пулăшрĕ. Ĕнер Сергей Козлов механизатор хатĕр утта преслама пикенчĕ. Çак ĕçе эпир каç кỹлĕм, сулхăнпа пурнăçлатпăр. Ун пек чухне типнĕ çулçăсем ванмаççĕ, тăкăнмаççĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулма, унран пахалăхлă утă хатĕрлесе хăварма халĕ пирĕн хуçалăхра майсем çителĕклĕ. Иртнĕ çул выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте усă курмалли çĕнĕ йышши ял хуçалăх машинисен пĕтĕм комплектне туянтăмăр. Пĕтĕм ăнăçу хамăр тăрăшулăхран килет.
"Елчĕк Ен"