Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

10:03_ Поздравление главы Яльчикского района с Днем медработника

Хисеплĕ медицина ĕçченĕсем, ветеранĕсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе - Медицина ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп! Çак кун эпир хăйсен пурнăçне йывăр, анчах та чи пархатарлă профессипе çыхăнтарнă çынсене чыслатпăр. Пурнăçран тата сывлăхран хакли çĕр çинче нимĕн те çук, шăпах çак пуянлăха сыхлама тата упрама хăвăр çине пысăк яваплăх илнĕ эсир. Медицина сферинче пулса иртекен нумай йывăрлăха пăхмасăр эсир хăвăр ĕçĕре тивĕçлипе пурнăçлатăр, вăхăтлă пулăшу парса çын сывлăхне сиплетĕр, çăлатăр. Медицина ĕçченĕ вырăнлă каланă ăшă та ырă сăмах чирлĕ çыншăн эмелтен те хаклă, вăл çынна шанчăк кỹрет. Уяв ячĕпе саламласа сире ырлăх-сывлăх, телей, çитĕнỹсем, ăнăçу сунатăп.

Елчĕк район пуçлăхĕ Н.П.Миллин.



12 июня 2008
00:00
Поделиться