Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çăкăрлă пулма шанăç пур

Районти Акатуй умĕн çурхи уй-хир ĕçĕсене мĕнле пахалăхпа пурнăçланине пĕтĕмлетрĕç. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, агрономсемпе инженерсем уй-хирсенче пулса курчĕç, калчасем мĕнле шăтса тухнине хак пачĕç. Тĕрĕслев ĕçне район пуçлăхĕ Н.Миллин пĕтĕмлетрĕ. Çирĕплетнĕ ăмăрту условийĕсем тăрăх чи лайăх ĕçленисене палăртрĕç. Механизациленĕ ака комплексĕсем хушшинче "Комбайн" ЯХПК, ака отрячĕсенчен "Сатурн" ЯХПК, ака звенисенчен "Комбайн" ЯХПКн Кавал бригади мала тухни паллă пулчĕ. "Çĕрпе тухăçлă усă курнăшăн тата ăна сыхланăшăн" конкурсăн куçса çỹрекен вымпелĕпе укçан премие акционерсен "Прогресс" обществи тивĕçрĕ. "Марс" ЯХПКри Альберт Гараев механизатор тĕш тырă культурисене 632 гектар çинче чи пысăк пахалăхпа акса хăварма пултарнă. Вăл _ 2008 çулхи ака чемпионĕ. Иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан, ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕр ĕç культурисене çитĕнтересси çине ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшни сисĕнет. Уйсенче пулса курнă хыççăн çакна тепĕр хут çирĕплетсех калама пулчĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин та уй-хирсенчи пĕтĕмĕшле лару-тăрупа кăмăллă. Ỹсен-тăран отраслĕнчи ĕç-пуç йĕркеленсе пынине, ял хуçалăх предприятийĕсем пĕр-пĕринчен вĕренсе пырса лайăхрах ĕçлеме тăрăшнине ака отрячĕсем хушшинче чи лайăх ĕçлекене суйласа илнĕ чухне те туйма пулчĕ. "Сатурн", "Рассвет", "Колос", "Свобода", "Победа" ЯХПКсенче, "Урожай", "Яманчурино" ОООсенче çĕр ĕç культурисене туса илессинчи ăсталăх ỹссех пырать. Вĕсенче пĕтĕм лаптăкри тырра, ытти культурăсене агротехника хушнине çирĕп пăхăнса акса хăварма пултарнăран калчасем пĕр тикĕс, парка çитĕнеççĕ. Вĕсенчен пĕрне чи лайăххи тесе палăртмалла. Анчах хăшне? Юлашкинчен "Сатурн" ЯХПКри çĕр ĕçченĕсен тăрăшулăхне тивĕçлипе хак пачĕç. Вĕсем çурхи культурăсен пĕтĕм лаптăкне (пурĕ 450 гектар) минераллă удобренисемпе усă курса акнă. Тырă шăтса тухнă хыççăн анасенчи çум курăка, хурт-кăпшанкăсене хирĕç кĕрешсе вăхăтра им-çам сапма ĕлкĕрнĕ. Çавна май тап-таса уйсенчи калчасем аякранах тип-тикĕс курăнса лараççĕ. Микроудобренисемпе усă курни те ỹсен тăрана парка çитĕнме пулăшать. Районти комисси уй-хирсене тĕрĕслеме тухас умĕн кунта çул хĕррисенчи çум курăка çулнă. Район пуçлăхĕ Н.Миллин çакна курса: "Кунта чăннипех хăйсене хисеплекен çынсем пурăнаççĕ", _ тесе хак пачĕ. Кирек хăш ĕçе пикенсен те ăна тухăçлă йĕркелеме май килни ертỹçĕрен нумай килет. Юрий Викентьева ял хуçалăх предприятийĕн председателĕ пулма суйланăранпа виççĕмĕш çул анчах. Апла пулин те, çак кĕске вăхăтрах вăл халăха ертсе пыма, пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарнине кăтартса пачĕ. Малашлăх _ çамрăксенче. Çуракире тухăçлă ĕçпе палăрнă маларах асăннă "Рассвет" ЯХПКна, "Урожай", "Яманчурино" ОООсене те, "Сатурн" ЯХПКри пекех, мал ĕмĕтлĕ çамрăксем _ Ю.Мясников, В.Кузнецов, В.Рахмуллин ăнăçлă ертсе пыраççĕ. Курнавăшри "Гладков" хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи _ Н.Гладков. Кунти тĕп ĕç _ çĕр улми туса илесси. Иккĕмĕш çул вĕсем Голланди технологийĕпе усă курса ĕçлеççĕ. Пĕтĕм ĕçе комплекслă йĕркелесе пырас тĕллевпе "Гриммес" фирмăн çĕр улми туса илессинче усă куракан пĕтĕм техника комплектне туяннă. Фермер хуçалăхĕнче кăçал 70 гектар çĕр улми лартса хăварнă. Çав шутран 5 гектарне (пурĕ 4 тĕрлĕ сорт) вăрлăхлăх уйăрнă. Кăçал элита вăрлăхсемпе анчах усă курнă. Асăннă технологипе йăрансене хăпартса 6 гектар çинче кишĕр акса хăварнă. Çак тĕслĕх районта _ пĕрремĕш. Ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕр улми, пахча çимĕç туса илессине, шел пулин те, чакарса пыраççĕ пулсан, фермерсем вĕсене май пур таран ытларах лаптăкра акса-лартса илме тăрăшаççĕ, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ. Кỹршĕллĕ "Клевер" ОООра та "иккĕмĕш çăкăр" 72 гектар çинче çитĕнет, кунта та Голланди технологийĕпе усă курса ĕçлеççĕ. Курнавăшри Ю.Цветковăн, Лаш Таяпари А.Князевăн, Анатри Тимешри О.Гавриловăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, Аслă Таяпари А.Скворцовăн "Вперед" агрофирминче пахча çимĕç çитĕнтересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Фермер (хресчен) хуçалăхĕсенчи çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ май çитменлĕхсене те асăрхамасăр иртме çук. Уйрăмах Лаш Таяпа ял тăрăхĕн территорийĕнче хăш-пĕр фермерсем хăйсене шанса илнĕ çĕр лаптăкĕсене туллин ĕçе кĕртме ĕлкĕреймен. Ял хуçалăх предприятийĕсенче çурхи культурăсене пурĕ 10392 гектар çинче акса хăварнă, унсăр пуçне кĕр тыррисем 6000 ытла гектар. К.Маркс ячĕллĕ ЯХПКра пахча çимĕç, уйрăмах севок ăнса пулмалла. Вăл кăçал 6 гектар çинче çитĕнет. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси çинчен çирĕплетнĕ хушăва пурнăçласа хура пусă валли хăварнă лаптăксене (вăл районĕпе 5692 гектар пулнă) ĕçлесе хатĕрленĕ. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсем чылайăшĕ усă курман çĕрсене иккĕмĕш хут сухалама ĕлкĕрнĕ. "Звезда" ОООн усăсăр выртнă 700 гектара яхăн лаптăкне çак вăхăтчен те сухаламан. "Смычка" хуçалăхăн çĕрĕсене ĕçе кĕртессин тĕлĕшĕпе те йывăрлăхсем нумай. Механизациленĕ ака комплексĕсем хушшинче çĕнтернĕ "Комбайн" ЯХПК тĕш тырă культурисене (637 гектар) чи кĕске вăхăтра _ 10 кун хушшинче, районта пуринчен малтан акса пĕтернĕ. Ир акнă вăрлăх сая каймасть. Ака хыççăн чылай вăхăт çумăр çумарĕ пулин те калчасем малтанхи нỹрĕкрен вăй илнĕ, парка шăтса тухнă. "Сатурнри" пекех, микроудобренипе усă курнă. Çĕр пулăхне лайăхлатас тĕллевпе ял хуçалăх предприятийĕсенче кашни çул ытларах минераллă удобрени туянаççĕ. Кăçал ăна 2018 тонна, иртнĕ çулхинчен икĕ хута яхăн ытларах усă курнă. Фермăсен çывăхĕнчи тислĕке уйсене кăлараççĕ. "Комбайн" ЯХПКра, "Прогресс" ЗАОра минераллă удобренисене çулсерен кирлĕ таран туянса пынă пулсан, кăçал "Сатурн", "Победа", "Рассвет", "Колос" ЯХПКсем, "Яманчурино", "Урожай" ОООсем те тĕслĕх кăтартрĕç. Пỹлме тулли пуласси мĕнле вăрлăх акнинчен те нумай килет. "Прогресс" ЗАО, "Свобода", "Победа", "Комбайн" ЯХПК-сем, "Яманчурино" ООО элита вăрлăхсемпе усă курма та майсем тупнă. Çак вăхăтрах Ленин ячĕллĕ, "Знамя" ЯХПК, "Кушелга" ОООра лаптăксене кивĕ вăрлăхсемпе анчах акса хăварайнă. Нумай çул ỹсекен курăксене кирлĕ пек тимлĕх уйăратпăр-и? Вĕсен лаптăкĕ районĕпе 10465 гектар шутланать. "Прогресс" ЗАОра, "Свобода", "Колос", "Рассвет", "Комбайн" ЯХПКсенче, "Яманчурино" ОООра уйрăмах лайăх пăхса тăраççĕ, унпа усă курассин вăхăтне агротехника хушнă йĕркене пăхăнса палăртаççĕ. "Эмметево" ОООра вара пусă çаврăнăшне пăхăнса ĕçлеменрен анасем çум курăклă, çавна май тырă лайăх та шăтса тухайман. Акнă лаптăксенче унта-кунта улăм сапаланни, çул хĕрринче çỹп-çап куписем выртни, паллах, кăмăллă мар. Ирт-се çỹрекенсем те çакна асăрхаççĕ ĕнтĕ. Ленин ячĕллĕ хуçалăхра çул хĕррисем çум курăклă, çулсем чикĕрен пăрăнса кĕреççĕ. "Знамя" ЯХПКра юпасен таврашĕсем акăнмасăрах юлнă, анасем çинче шăйрăксем нумай. "Труд" ЯХПКра фермăри тислĕке уя тăрăшса кăларни курăнать. Анчах ăна сапаламан, анасене сухалама тытăнман. Хуçалăхра нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ те самай пысăк. Анчах унта çум курăк ашкăрать, ăна тахçанах çĕнетме вăхăт.


"Елчĕк Ен"
07 июня 2008
00:00
Поделиться