Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ака çĕнтерỹçисем

Район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, ял хуçалăх предприятийĕсен, бригадăсен, уйрăм механизаторсен çур акири ĕçлĕ ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ. Механизациленĕ ака комплексĕсем хушшинчи ăмăртура пĕрремĕш вырăна "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ йышăннă. Ăна Диплом тата 10000 тенкĕ укçан преми парас. Ака отрячĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕ тухнă. Ăна Диплом тата 5000 тенкĕ укçан преми парас. Звеносем хушшинчи ăмăртура "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн виççĕмĕш комплекслă бригади пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ăна Диплом тата 3500 тенкĕ укçан преми парас. Çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама ял хуçалăх техникине лайăх пахалăхпа хатĕрленĕшĕн "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативне Диплом тата 3000 тенкĕ укçан преми парас. Уйрăм механизаторсем хушшинче "Марс" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Альберт Султанович ГАРАЕВ мала тухнă, ăна "2008 çулхи ака чемпионĕ" ят тата 2000 тенкĕ укçан преми парас.


"Елчĕк Ен"
07 июня 2008
00:00
Поделиться