Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

09:45_ Поздравление главы Яльчикского района Н.П.Миллина с Днем социального работника

Хисеплĕ социаллă хỹтлĕх учрежденийĕсен ĕçченĕсем!

         Сире чĕререн професси уявĕпе - социаллă ĕçченсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!
        Çын нушине ăнланман, хытă кăмăллă çынсем социаллă ĕçченсем хушшинче пулма пултараймаççĕ. Шăпах ватăсемпе нушаллă çынсене ăнланни, куллен вĕсемшĕн вăй-хала шеллемесĕр тăрăшни, вăхăтра кирлĕ пулăшу пани пĕрлештерсе тăрать те социаллă учрежденисен ĕçченĕсене. Эсир чи малтанах ăшă сăмах, тимлĕх, пулăшу кирлĕ çынсене - ветерансемпе инвалидсене, сахал тупăшлă çемьесене, ачасене пулăшу паратăр, вĕсен пурнăçне шанчăк кỹретĕр. Сирĕн тăрăшулăх граждансен нумай социаллă ыйтăвĕсене татса пама та май парать.
      Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, тулли телей, ăнланулăх, ăнăçу сунатăп.
 
Елчĕк район пуçлăхĕ           Н.П.Миллин.


07 июня 2008
00:00
Поделиться