Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тăкак 20 миллион тенкĕрен иртнĕ.

   Утă уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне республикăра 561 пушар регистрациленĕ. Пĕтĕмĕшле тăкак 20 миллион тенкĕрен иртнĕ(2007 çулта 552 пушар, тăкакĕ - 14402,4 пин тенкĕпе танлашнă). Пушарсенче 55 çын çунса вилнĕ, вĕсенчен 1 - çула çитмен ача, 38 çын суранланнă, 394 çынна çулăмран хăтарнă.
   Пушар ан пултăр тесен, яланах хамăрăн сыхланмалла. Иртнĕ уйăхра ялсенчи пушар сỹнтермелли шывсене тĕрĕслесе тухрăмăр. Тĕрĕслев акă мĕн кăтартса пачĕ, районта 76 шыв башни - вĕсенчен 59 ĕçлекенни, ĕçлеменнисем - Кĕçĕн Таяпара - 1, Аслă Тяпара - 1, Анат Тимешре - 2, Аслă Пăла Тимешре - 1, Исембелĕнче - 1, Çĕнĕ Пăвара - 1, Вырăскассинче - 1. Çирĕклĕ Шăхалĕнче, Хăвăлçырмара, Таяпа Энтринче башнисенчен пушар машинисемпе шыв илме çук. Кашни ялтах кỹлĕсемпе пĕвесем пур, анчах Вырăскассипе Çуткỹль тата Çĕнĕ Пăвасăр пуçне ниçта та ятарласа тунă площадкăсем çук. ППБ 01-03 94-мĕш пункчĕ тăрăх вĕсем сахалтан та 12х12 м лаптăкăш пулмалла, вак чул тăкса хытармалла. Ĕçлекен гидрантсем те çулсерен чакса пыраççĕ. Кивĕ Эйпеçĕнче кольци куçса кайнă пирки гидрантран шыв илме çук, Акчел ялĕнчи тата Елчĕкри 50 çул Çĕнтерỹ урамĕнчи гидрантсен çăварĕсем виткĕçĕсем куçса кайнă. Çĕр айĕнчи шыв тытакан пичкесене те йĕркене кĕртмелле, çăварĕсене юсамалла. Знакĕсем инçетренех курăнса тăмалла, киввисене улăштармалла (ГОСТ 12.04.026-85 тата НПБ 160-97 нормăрисем пек пулмалла). Акă, "Чебурашка" ача сачĕнчи тата Юбилейнăй урамри шыв айĕнчи пичкесен тимĕр çăварĕсем витĕр шыв сăхакан сеткă кĕмест. Курнавăш тата Тĕмер шкулĕсенче, Кĕçĕн Таяпа клубĕнче, Лаш Таяпари ваттисен çуртĕнче шыв çук.
   Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кашни ялтах пушара хирĕç кĕрешекен ушкăнсем йĕркелемелле. Ялта 300 хуçалăхран сахалтарах пулсан пушар сỹнтермелли мотопомпăсем, пĕр пинтен сахалтараххисенче çаклатса çỹремелли мотопомпăсем пулмалла (п.31 ППБ 01-03).
   Анчах çакă хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене пĕрре те шухăхлаттармасть пулмалла. Пушар тухас пулсан, ăçтан шыв илмелле-ши. Инкек пулас пулсан, айăпне камран шырамалла-ши. Çуллахи вăхăтра трактор паркĕнче цистернăпа шыв лартмалла. Сĕт, топливо туртаракан машинасен цистернисене те ĕç хыççăн çĕрлене шыв тултарса лартмалла.


04 июня 2008
00:00
Поделиться